25 марта 2009 г.
Чăваш Республикин Президенчĕн 2006 çулхи «Автомобиль çулĕсем тăвассине хăвăрт вĕçлес енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указне пурнăçласа иртнĕ çул пирĕн районти кашни ялах хытă сийлĕ автомобиль çулĕпе çыхăнтарнă. Çапла вара халĕ кашни ялах автотранспортпа çăмăллăнах çитме пулать. Хĕрлĕçырта пурăнакан, нумай çул Шăхаль тата Тикаш ял Совечĕсен ĕçтăвком председателĕнче ĕçленĕ Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Яков Федотович Петров çапла каласа парать: «Вăрмар - Тикаш - Аслă Кайпĕç (Тутар Республики)» автобус маршрутне чи малтан иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулсен вĕçĕнчех уçнă. 1955-1960-мĕш çулсенче те, каярах та «Вăрмар - Тикаш- Хĕрлĕçыр» маршрутпа автобуссем йĕркеллĕ çÿренĕ, автобуссем чарăнакан вырăнта пассажирсем валли павильонсем пулнă».
Унтанпа вăхăт чылай иртрĕ ĕнтĕ, шыв нумай юхрĕ. Пассажирсене турттарма автобус маршручĕсем çĕнĕрен нумай уçăлчĕç. Кашни çын хăйĕн ыйтăвĕпе кирек ăçта та çăмăллăнах кайса килме пултарать.
Тикаш ялĕн айккипе асфальтлă çул тунишĕн район центрĕнчен чи инçере вырнаçнă Хĕрлĕçырсемшĕн кăна мар, Тикаш ялĕн вĕçĕнче, кăнтăр енче пурăнакансемшĕн те пысăк савăнăç пулчĕ. Ара, автобус чарăнăвне асфальтлă çулпа утасси пылчăка çăрасси мар ĕнтĕ.
Çула туса пĕтернĕ хыççăн Хĕрлĕçырсем «Вăрмар - Тикаш» маршрутпа çÿрекен автобуса тата икĕ çухрăм тăршшĕ малалла тăсас тесе ял тăрăхĕн тата район администрацийĕсене ыйтупа тухрĕç.
Çак çула йышăннă чухне районти комисси хăш-пĕр кăлтăксене пĕтерсен маршрутпа çÿрекен автобус çулне тата икĕ çухрăма вăрăмлатма май килни çинчен пĕлтернĕччĕ. Çул-йĕрĕн Вăрмарти юсавпа строительство управленийĕн строителĕсем çав çитменлĕхсене кĕске вăхăтрах пĕтерме пултарчĕç, тĕрлĕрен çул-йĕр паллисем лартса тухрĕç. Çапла вара автобус маршрутне малалла тăсма майсем туса пачĕç.
Çакна палăртма кăмăллă: «Вăрмар - Тикаш» маршрутпа çÿрекен автобус кунне 6 рейс тăвать. Халăха меллĕ пултăр тесе ирхи тата каçхи рейссем Çĕнĕ Вĕренер ялне те кĕрсе тухаççĕ. Вăрмар поселокĕнчен ирхине 8 сехетре «Тикаш - Шăхаль» маршрутпа тухакан автобус та Тикаша килсе каять.
«Вăрмар - Тикаш» маршрутпа çÿрекен автобус çинче пассажирсем яланах йышлă. Унпа Тикашпа Хĕрлĕçыр ялĕсенче пурăнакансем кăна мар, Тутар Республикин Зеленодольск районĕн Маматăш, Кайпĕç районĕн Кивĕ Мăрат, Çĕнĕ Мăрат тата ытти ялсенчен те çÿреççĕ.
Хĕрлĕçырсем шансах тăраççĕ: яла килекен ансăртарах çула реконструкци тусан çывăх çулсенчех автобуссем яла çÿреме пуçлĕç.