АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах çивĕч тăрать

25 марта 2009 г.

«Шывсăр пуçнăç çук» тетпĕр эпир. Çак ыйту хуть те хăш вăхăтра та, хуть те ăçта та çивĕч тăрать. Вăрмар поселокĕнче ку енĕпе лару-тăру еплерех-ши? Пирĕн корреспондент А.ХОВАНСКИЙ «Коммунальник» муниципаллă унитарлă предприятийĕн директорĕпе В.МИШИНАПА тĕл пулса калаçнă, хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.

- Вера Михайловна, поселокра пурăнакансене паха шывпа туллин тивĕçтерес тĕлĕшпе мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр?

- Халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтермелли республикăн тĕллевлĕ программине пурнăçлас тесе сахал мар ĕçсем туса ирттеретпĕр. Ку енĕпе çĕр айĕнчи 6 артезиан скважини пур. Вĕсенчен иккĕшĕ - Чулкасра, тăваттăшĕ - Вăрмар поселокĕнче. Хуть те мĕнле ĕçе пурнăçлама та укçа-тенкĕ кирлĕ. Пирĕн ĕçре вăл пушех те. Тахçан хунă шыв пăрăхĕсем çĕрсе юрăхсăра тухаççĕ, вĕсене çĕнетмелле. Шыв уçлакан насуссем çунса каяççĕ, çавăн вырăнне çĕннисем туянмалла. Куратăр ĕнтĕ, пур çĕрте те укçа ыйтаççĕ. Çав вăхăтрах поселокра пурăнакансенчен чылайăшĕ коммуналлă пулăшсемшĕн укçа тÿлемеççĕ, хăйсен тивĕçĕсене пурнăçламаççĕ. Паянхи кун тĕлне вĕсем пирĕн умра 540 пин тенкĕ парăмра. 2007 çулта Чулкасран килекен шыв пăрăхĕсене 700 метр улăштарнă, кăçал татах 100 метрне çĕнетмелле. Ăна пурнăçлама каллех мĕн чухлĕ укçа кирлĕ. Шывпа усă куракансен çакна тĕрĕс ăнланасчĕ, парăмсене вăхăтра тÿлесе татма ыйтатпăр. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлени пире хуть те мĕнле ыйтăва та татса пама пулăшĕ.

- Поселокра шыв колонкисем сахал мар. Хăш-пĕр çынсем счетчиксем ларттараççĕ. Çакăн пирки мĕн калама пултаратăр?

- Вăрмар поселокĕнче шыв колонкисем пурĕ 38. Вĕсем пурте ĕçлеççĕ. Юрăхсăра тухсан çийĕнчех юсама тăрăшатпăр. Çав вăхăтрах уйрăм çынсем шыв колонкипе усă курнăшăн пач та тÿлемеççĕ. Çакăнпа эпир, паллах, килĕшме пултараймастпăр. Шывпа усă куртăн пулсан, укçине тÿлеме ан ман. Паянхи куна поселокра пурăнакансенчен 70-шĕ хăйсем килĕнче е хваттерĕнче шыв счетчикĕсем ларттарнă, 26 предприятире тата организацире шыв счетчикĕсемпе усă кураççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика