21 марта 2009 г.
Çулталăкăн икĕ уйăхĕ сисĕнмесĕрех иртсе кайрĕ. Кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче водительсем хушшинче çул-йĕр правилисене пăснă тĕслĕхсем сахал мар пулчĕç, вĕсем пирки кирлĕ мерăсем йышăнтăмăр. Çул-йĕрпе транспорт инкекĕсем пурĕ 3 пулнă, вĕсенче 3 çын сусăрланнă. Икĕ уйăхра çул-йĕр правилисене пăснă 477 тĕслĕхе тупса палăртрăмăр, айăплисене 88900 тенкĕлĕх штрафларăмăр, 59250 тенкине шыраса илтĕмĕр. Çак хушăра руль умне ÿсĕр ларнă 7 водителе тытса чарнă, вĕсен прависене тытса илнĕ. Ку тапхăрта пĕр водитель автотранспортран иртсе каймалли правилăна пăснă, тепри автотранспорт çине пырса кĕрсе сиен кÿнĕ, виççĕмĕшĕ çуран çÿрекен икĕ çынна амантнă.
Виçĕ автохуçалăха тĕрĕсленĕ, икĕ хутчен автотранспорта гаражран хăш вăхăтра кăларса янине тата хăçан каялла таврăннине, патшалăх, республика тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ 3 автоçула тĕпчесе пĕлнĕ. Строительство ĕçĕсене тивĕçлĕ шайра пурнăçламаншăн пĕр руководителе административлă явап тыттарнă.
Çулпа транспорт инкекĕсенчен асăрхаттарас тĕллевпе водительсемпе коллективсенче тăватă калаçу ирттернĕ, пĕр хутчен шкул ачисемпе тĕл пулнă. «Перехват» планпа икĕ вĕренÿ йĕркеленĕ. ГИБДД сотрудникĕсем икĕ преступление уçса панă çĕре хутшăннă. Тинтерех кăна-ха Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунне уявларăмăр. 100 ытла хĕрарăмăн хăйсен çăмăл автомашинăсем пур. Праçник кунĕ вĕсемпе «Руль умĕнче - хĕрарăм» акци ирттертĕмĕр. Хĕрарăм водительсене çул-йĕр правилисене пăсма юраманни çинчен тепĕр хут аса илтертĕмĕр. Уяв кунĕ вĕсен кăмăлне пăсас мар, хавхалантарас тесе чечек парнелерĕмĕр.