АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн ĕç нумай енлĕ

21 марта 2009 г.

 

Кăçалхи мартăн 23-мĕшĕнче Федераллă казначействăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн пирĕн районти уйрăмне йĕркеленĕренпе 14 çул çитет. Коллектив умĕнче çапла задачăсем тăраççĕ: федераллă бюджета пурнăçласа пынă тапхăрта касса операцийĕсем туса ирттересси, федераллă бюджета пурнăçлани çинчен отчет тăвасси, çавăн пекех вырăнти бюджета пурнăçлассипе касса операцийĕсемпе пулăшасси. Ку енĕпе район администрацийĕн финанс пайĕпе пĕрле кашни кун ĕçе тĕрĕс йĕркелесе оперативлă тата пахалăхлă тума тăрăшатпăр. Финанс пайĕ 16 сехетчен электронлă тÿлев докуменчĕсен пакечĕсене тăратать. Уйрăм специалисчĕсем вара вĕсене çийĕнчех тĕрĕслеççĕ, хатĕрлесе çитереççĕ те пĕр тăхтаса тăмасăр палăртнă вăхăтра электронă тÿлев порученийĕсен файлĕпе Управленин операци уйрăмĕн адресĕпе ярса параççĕ.

Отчетлă тапхăрта бюджетри укçа-тенкĕне шута илес тата отчетсем тăвассине тĕрĕс йĕркелес тĕлĕшпе уйрăм чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Кашни уйăхрах финанс органне отчетсене тĕрĕслени çинчен пĕлтерсе тăратпăр. Кăтартусене икĕ енлĕн тĕрĕслесе тăни Управление тата ЧР финанс министерствине тăратакан отчетсен пахалăхне лайăхлатма май парать.

2008 çулта районăн вырăнти бюджетне казначейство уйрăмĕн лицевой счечĕсем урлă пурĕ 314813,3 пин тенкĕ укçа пырса кĕнĕ. 2007 çулхипе танлаштарсан çакă 126,2 процент пулать. Çав шутран районăн муниципаллă бюджетне тупăш 304055,8 пин тенкĕ кĕнĕ е çакă кассăна пĕтĕмĕшле кĕнин 96,6 проценчĕ. Унчченхи тапхăрпа танлаштарсан ял тăрăхĕсен мĕн пур бюджечĕсем енĕпе кассăна укçа ытларах кĕнĕ.

Уйрăм кашни кварталтах район тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене бюджета мĕнле пурнăçлани çинчен информацисем тăратать. Вĕсене диаграммăсемпе, графиксемпе тата танлаштаруллă таблицăсемпе çирĕплетет.

Иртнĕ çула пирĕн коллектив лайăх кăтартусемпе вĕçлерĕ. Районсемпе хуласенчи уйрăмсем хушшинчи ăмăртура пĕрремĕш вырăн йышăнтăмăр, куçса çÿрекен вымпел çĕнсе илтĕмĕр, диплома тата хаклă парнене тивĕçрĕмĕр. Çакă пире татах та тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарать.

Ĕç ăнăçлăхне кадрсем татса параççĕ. Патшалăх служащийĕсем пурте аслă пĕлÿ илнĕ. 5 специалист квалификацие ÿстермелли курсра вĕренсе хăйсен пĕлĕвне ÿстернĕ.Коллектив пухăвĕсене, экономика тата техника вĕренĕвĕн занятийĕсене тăтăшах ирттеретпĕр.

2009 çулта пирĕн ĕçченсем умĕнче çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртес тĕлĕшпе пысăк задачăсем тăраççĕ. Шансах тăратăп: умри тĕллевсене пурнăçа кĕртессишĕн вĕсем хăйсен мĕн пур пĕлĕвне, ăсталăхне, вăй-халне парĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика