21 марта 2009 г.
Ака-суха ĕçĕсем пуçланиччен вăхăт нумаях та юлмарĕ. Çакна шута илсе ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем çитес çур акине хатĕрленме пуçланă.
Тикашри «Иванов В.А.» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче те халĕ хĕрÿ ĕç пырать. Н.Иванов ертсе пынипе слесарьсемпе ытти механизаторсем çур акине хутшăнакан ял хуçалăх техникине хатĕррисен ретне лартассишĕн хăйсен мĕн пур тăрăшулăхне параççĕ. Ку енĕпе юсав бригадинчи Ю.Иванов, А.Андреев, Н.Демьянов, Н.Тимушкин, С.Федоров, Н.Федоров уйрăмах хастар. Вĕсем малтан ГАЗ-53 автомашинăн рамне улăштарнă, халĕ кабинине çĕнетес тĕлĕшпе тăрăшаççĕ. Юсавра тата икĕ Т-150 трактор ларать.
Хальлĕхе çур аки ирттерме пĕр Т-150 тата икĕ МТЗ-82 трактор юсавлă. Ĕçсен калăпăшĕ вара пĕчĕк мар. Çурхи культурăсене 450 гектартан кая мар акса хăвармалла. Унсăр пуçне кÿршĕллĕ Тутар Республикин çĕрне те арендăна илесшĕн.
- Çур акине кĕске вăхăтра тата пысăк пахалăхпа ирттерессишĕн мĕн пур вăй-хала парăпăр, - тет хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Анатольевич Иванов.