18 марта 2009 г.
Республикăра тухса тăракан тата районти «Хĕрлĕ ялав» хаçата 2009 çулăн иккĕмĕш çур çулĕ валли хальхи хакпа çырăнмалли тапхăр вĕçлениччен вăхăт нумай юлмарĕ. Вăл мартăн 31-мĕшĕччен пырать. Пирĕн корреспондент А.Хованский Вăрмар тата Куславкка районĕсен почтамт начальникĕпе С.Римановпа тĕл пулса калаçнă. Ăна хăш-пĕр ыйтусем çине хуравлама ыйтнă.
- Сергей Иванович, хаçат-журнал çырăнтармалли иртнĕ кампани пирки мĕн калама пултаратăр?
- Калас пулать, почтальонсем, çыхăну уйрăмĕсен ĕçченĕсем çине тăрса ĕçленипе эпир ăна ăнăçлă вĕçлерĕмĕр, ума лартнă тĕллевсене пурнăçларăмăр. Шутласа пăхнă тăрăх, кашни 1000 çын пуçне 591 экземпляр хаçат-журнал килсе тăрать. Ку енĕпе чылай çыхăну уйрăмĕсем ăнăçлă ĕçлесе пынине палăртмалла. Уйрăмах республикăра тата районта тухса тăракан хаçатсене юратса çырăнаççĕ вулакансем. Пурнăçпа тан пырас тесен, вĕсемсĕр мĕнле пултăр-ха ĕнтĕ вăл. Район хаçатне кашни киле çитерес тĕлĕшпе Мăнçырмари (çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Е.Николаева), Кивĕ Вăрмарти (Л.Сереброва), Арапуçĕнчи (Н.Ионова), Пысăк Енккассинчи (П.Яковлева), Тикашри (Л.Ильина) тата ытти хăш-пĕр çыхăну уйрăмĕсем начар мар ĕçлеççĕ. Тата çакна палăртни те вырăнлă. Уйрăм предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсем пире ĕçре пулăшса пыраççĕ. Вĕсен шутне «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикине (директорĕ Н.Петров), элеватора (В.Александров), район больницине (Н.Васильева) кĕртмелле. Вĕсене тав сăмахĕ калатăп.
- Хаçатсене кăçалхи иккĕмĕш çур çулшăн малтанхи хакпа çырăнтармалли тапхăр пырать. Вулакансене мĕн сĕнесшĕн?
- Хаçата йÿнĕрех тÿлесе малтанхи хакпа çырăнни кашни çемьешĕнех усăллă. Вăл çемье бюджетне перекетлет. Кам пĕлет, хальхи саманара темĕн кĕтме те пулать. Хаксем хăпараççĕ те, хăпараççĕ. Хаçат-журналсене ан пырса тивтĕрччĕ çеç. Çавăнпа та маларах çырăннин усси пурах. Йÿнĕ хакпа çырăнмаллин вăхăчĕ те вĕçленсе килет, мартăн 31-мĕшĕччен кăна. Çавăнпа эпĕ хуçалăхсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен руководителĕсене, хаçат çырăнса илекенсене тепĕр хут аса илтересшĕн: подпискăна паян-ыран йĕркеленинчен лайăххи çук. Ку енĕпе хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен те яваплăха ÿстермелле. Республика тата район хаçатне кашниех çырăнса илтĕр тесе тăрăшмалла. Васкăр, йÿнĕ хакпа çырăнса юлăр!