18 марта 2009 г.
«Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцине Саруй ялĕнче пурăнакансенчен шăнкăрав пулчĕ. Вĕсем Школьная, Садовая, Советская урамсенче пурăнакансем шывсăр антăхни çинчен пĕлтерчĕç. Шыв башнинче уçлакан насус юрăхсăра тухнă пирки колонкăсенчен тахçантанпах шыв юхманнипе тертленеççĕ иккен. Вĕсене хумхантаракан ыйту çине тĕплĕнрех хурав тупас тĕллевпе çак яла çитсе унти лару-тăрупа паллашас терĕм.
Акă Саруй ялне çитрĕмĕр те. Унти Школьная урамалла пыратпăр. Ял çыннисенчен хăшĕ ăçталла каять. Машинăна чартăм та вĕсемпе калаçма васкарăм. Çак ялти Любовь Валерьяновна Владимирова тата Раиса Федоровна Федорова тивĕçлĕ канăва тухнă ĕç ветеранĕсем çÿлерех асăннă урамсенче пурăнакансем чылайранпа шывсăр тăрса юлни çинчен пĕлтерчĕç. Хальхи вăхăтра пĕр колонка та ĕçлемест. Шыв ăсма ватă кинемисемпе мучисем çырмана утаççĕ. Анасса анаççĕ-ха вĕсем, анчах каялла улăхма - чĕр нуша. Хăшĕ-пĕри тапкалашса улăхкалать-ха, ватăраххисен вара хальхи пăрлак çанталăкра тулли витрепе улăхасси çинчен шутламалли те çук. Ирĕксĕрех тăрă шывшăн тунсăхлама тивет вĕсен. Школьная урамра пурăнакан ватăсенчен ыйтса пĕлнĕ тăрăх, шыв уçлакан насус илме 2000 тенкĕ пуçтарса Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн администрацине панă-ха вĕсем, анчах вăл та насус илме çитмест. Çак ял тăрăхĕн администрацинчен пĕлтернĕ тăрăх, шыв башнине çак ялти Н.Тимофеев фермер илнĕ. Ун енчен те ял халăхĕ майлă нимĕнле улшăну та çук. Çапла вара паянхи кунччен те нимĕнле уççи-хуппи те курăнмасть. Терт-асап куракансем - ял çыннисем. Хăçанччен пырĕ-ши çакă?