14 марта 2009 г.
Район администрацийĕнче Вăрмар хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен канашлăвне район пуçлăхĕ В.Кириллов, унăн çумĕсем, пай начальникĕсем тата предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Ăна район пуçлăхĕ В.Кириллов ертсе пычĕ.
Канашлăва чи малтанах савăнăçлă лару-тăрупа пуçларĕç. РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ Г.Усков амăшĕн сертификачĕсене Л.Кузнецована (Карăкçырма), Н.Питерована (Шăхаль), А.Петрована (Вăрмар поселокĕ) пачĕ. Район пуçлăхĕ В.Кириллов ача амăшĕсене çак паллă кунпа саламларĕ, ăшă сăмахсем каларĕ.
Чăваш Республикинче 2009 çулта çынсене ĕçпе тивĕçтерессипе хушма пулăшу памалли тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн республикăра тата район шайĕнче специалистсене маларах професси енĕпе вĕрентесси, вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелесси çинчен ЧР ĕçпе тивĕçтерекен службăн пай начальникĕн çумĕ Т.Аскарова тĕплĕн ăнлантарса пачĕ.
Райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ А.Енькова кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсенчи бюджет еплерех пурнăçланни çинчен тухса калаçрĕ. Çавăн пекех канашлура 2008 çулта Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсем хушшинчи социаллă-экономикăллă ăмăртăвăн итогĕсемпе райадминистрацин пай начальникĕ Н.Краснова паллаштарчĕ. Пĕрремĕш вырăна Энĕшпуç, иккĕмĕшне - Аслă Чак, виççĕмĕш вырăна Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕсем тухнă.
Вăрмар районне Шупашкар енчен пырса кĕрекен ял тăрăхĕсен территорийĕсене Республика кунĕ умĕн тирпей-илем кĕртес ыйтăва та хускатрĕç.
Канашлăва пĕтĕмлетсе район пуçлăхĕ В.Кириллов сăмах тухса каларĕ.