АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăмахне çирĕп тытать

11 марта 2009 г.

 

Кăçалхи февралĕн 27-мĕшĕнче каçхине Кĕтеснер ялĕнче Н. гражданин йывăр преступлени тунă. Пĕрле ĕçсе ларнă хыççăн вăл С. гражданинпа хирĕçсе кайса ăна кухньăри усă курмалли çĕçĕпе чикнĕ. Çĕçĕ чĕрене лексе ÿпкене те сиенленĕ. Ялти А.Скворцова фельдшерица çийĕнчех районти васкавлă пулăшу бригадине чĕнсе илет, сурана çыхса ярать. Шар курнă арçын патне васкавлă пулăшу машинипе часах А.Гаврилов фельдшер çитет те йывăр аманнă çынна район больницине илсе çитерет. Сурана пăхма В.Ярухин рентген-лаборант туххăмрах çитсе тăрать.

Суран хăрушă, çын халех вилсе кайма пултарать. Мĕн тумалла? Шупашкартан врачсене чĕнсе илес, вăхăт нумай иртет. Унăн пурнăçĕ ахаль те çÿç пĕрчи çинче çеç тытăнса тăрать-çке?

Хирурги уйрăмĕн заведующийĕ Н.Кузьмин васкавлăн çапла йышăнать: йывăр операцисене халиччен те пĕрле тунă, çынсен пурнăçне сахал мар çăлса хăварнă опытлă та пысăк квалификациллĕ врача, халĕ район пуçлăхĕнче ĕçлекен В.Кириллова чĕнсе илмелле. Çапла тунă та. Сахал мар кĕрешме тивнĕ вĕсен çын пурнăçĕшĕн. Николай Николаевичпа Вячеслав Николаевич йывăр сусăрланнă çынна ку хутĕнче те вилесрен çăлса хăвараççĕ. Халĕ вăл хирурги уйрăмĕнче сывалать. Н. гражданин пирки уголовнăй ĕç пуçарнă, следстви пырать.

Çакна каласа хăварни вырăнлă: В.Кириллов, район пуçлăхĕн должноçне йышăнать пулсан та, чирлĕ çынсене пулăшма яланах хатĕр. «Эсир мана район пуçлăхне суйласа пысăк чыс турăр. Сирĕн шанăçа тÿрре кăларма тăрăшатăп. Çав вăхăтрах чирлĕ çынсене пулăшма яланах хатĕр эпĕ. Хуть те хăш вăхăтра та чирлисен сывлăхĕшĕн вăхăта та, вăй-хала та шеллемĕп. Гиппократ тупине яланах асра тытатăп», тенĕччĕ Вячеслав Николаевич суйлав хыççăнхи тĕл пулусенче. Хăйĕн сăмахне çирĕп тытать вăл.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика