11 марта 2009 г.
Шăнкăр-шăнкăр шăнкăрав...
Акă иртрĕ те тăхтав.
Ларăр парта хушшине,
Пуçлар хамăр урока...
Çапла пуçланчĕ Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти 1-мĕш вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен ассоциацийĕн урокĕсен фестивалĕ. Вĕрентекенсем хăйсен ĕçне чунтан парăнни куçкĕрет: пур шкултан та килсе çитнĕ вĕсем район центрне. Ассоциаци ĕçне йĕркелесе ертсе пыраканĕ çак шкулта ĕçлекен 1-мĕш категориллĕ учитель В.Антонова.
Фестивальте 4 уçă урок пулчĕ. В.Антонова 7 в класра «Чăвашсен сÿнми çăлтăрĕ», Кĕлкеш шкулĕнчи Е.Максимова 6 б класра «Çут çанталăк тата этем», Аслă Чак шкулĕнчи Р.Теплова 6 а класра Л.Сачкован «Ăмсану» калавĕ тăрăх килти вулав урокĕ, Чупай шкулĕнчи Л.Цыфаркина 9 г класра «Ят вăрттăнлăхĕ» темăсемпе уроксем ирттерчĕç. Уçă уроксем вырăс класĕсенче те иртрĕç, вĕренекенсен хуравĕсене, калаçăвне итлесен чăваш класĕпе вырăс класĕ пулнине уйăрса илме те çук. Çепĕç те янăравлă чăваш чĕлхи хуть те кам калаçсан та хăйĕн илемне çухатмалла маррине ăша хывма пулăшнă тесе калас килет çак шкулта тăван чĕлхене вĕрентекенсем çинчен. Уроксене çĕнĕлле ирттересси, çĕнĕ технологипе анлăн усă курасси - вĕрентекенсемшĕн кулленхи йăлана кĕнĕ йĕрке.
Уçă уроксем хыççăн та Г.Васильева, Г.Левина (Вăрмарти 1-мĕш шкул) Т.Цыркунова (Мăнçырма), Н.Яндутова (Шăхаль), тĕрлĕрен темăсемпе мастер-класс ирттерчĕç. Фестивальте ирттернĕ уроксемпе урок саманчĕсене пăхнă хыççăн вĕрентекенсем хăйсен ĕçĕ çине тарăннăн пăхни курăнать: палăртнă тĕллевсене пурнăçларĕç, урок эпиграфне курăмлă тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕç.
Кивĕ Вăрмар, Пысăк Енккасси, Тикаш, Чулкас, Кавал, Вăрмарти 1-мĕш шкулсенчи вĕрентекенсем çыравçăсен юбилейĕсене халалланă, тĕрлĕрен хайлавсем тăрăх тунă ÿкерчĕксене вырнаçтарнă, ачасен пултарулăхне кăтартакан хаçатсем илсе килнĕ. Пĕр сăмахпа, вĕрентекенсем пĕри те фестиваль ĕçне хутшăнмасăр юлман.
З.Пуклакова ертсе пыракан сумлă комисси (членĕсем Н.Авакова, Л.Иванова, О.Васильева, И.Иванова) ирттернĕ уроксене пысăк хак парса Л.Цыфаркинана «Опыт тата ăсталăх», В.Антонована «Йăла-йĕрке тата çĕнĕлĕх», Р.Теплована «Пултарулăх», Е.Максимована «Пултарулăх патне ăнтăлни» номинацисенче палăртрĕç.
Фестиваль вĕçленсен вĕрентекенсем пурте пĕр шухăшлă пулса тăван чĕлхен малашлăхĕ пуррине çирĕплетрĕç.
ЕДАКЦИРЕН.
ЮНЕСКО тĕнчери çухалса пыракан чĕлхесен Атласне хатĕрленĕ. Унтан çакă паллă: Раççейри 136 халăхăн чĕлхин малашлăхĕ хăрушлăхра. Вĕсен шутне чăваш чĕлхине те кĕртнĕ. Чăн та чĕлхе пуласлăхĕ пăшăрхантарать. Анчах çакăн пек хĕрÿ чĕреллĕ çынсем пур чухне «Эпир пулнă, пур, пулатпăр» сăвă йĕркисен пĕлтерĕшĕ çухалмасса шанасах килет.