11 марта 2009 г.
Çакна асра тытса хăй юратнă ĕçĕнче чун-хавалне парать Анатолий Васильевич Иванов, Вăрмарти ачасен искусство шкулĕн преподавателĕ.
Вăл 1949 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Маслă ялĕнче çуралнă. Кармăшри вăтам шкул хыççăн 1966 çулта Канаш педучилищин музыка уйрăмне вĕренме кĕрет. 1968 çулта Германири Совет çарĕсен ушкăнĕнчи музыка взводĕнче службăра тăрать, ачасене тата салтаксене юрлама хăнăхтарать. 1970 çулта Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыка факультетне вĕренме кĕрет. 1974 çулта ăна ăнăçлă пĕтерет. Çав çулах Анатолий Васильевич пĕрремĕш вăтам шкулта музыка учителĕ пулса вĕрентме пуçлать. 1975 çулта Вăрмарти ачасен музыка шкулĕнче вĕренекенсене трубапа, баянпа выляма хăнăхтарать. 1976 çултанпа кунтах ĕçлеме пуçлать, çамрăк кĕвĕ ăстисене вĕрентес ĕçре паян кунччен тăрăшулăх кăтартать. Çакăнти ĕçпе пĕрлех Кивĕ Вăрмар, Энтрияль, Эçпепе шкулĕсенчи ачасене юрлама вĕрентет.
Вăрмарти ачасен музыка шкулĕнче чи пирвайхи оркестр йĕркелет вăл. Вĕрсе каламалли çак оркестрăн çитĕнĕвĕсем пулсах пыраççĕ, республикăн конкурс-фестивалĕсене хутшăнса малти вырăнсене тухать. 1991 çулта ăна халăх оркестрĕн хисеплĕ ятне параççĕ. Пĕтĕм Союзри халăх творчествин фестивалĕнче оркестр Лауреат ятне тивĕçет.
1979 çулта республикăри ачасен творчествин фестивалĕнче мала тухса оркестр татах Лауреат ятне илет. 1988 çулта СССР Оборона министерстви ирттернĕ Пĕтĕм Союзри халăх творчествин III-мĕш фестивалĕн (1988-1991 ç.ç.), тĕрлĕ çулсенчи республика конкурс-фестивалĕсен Дипломанчĕ ятне пĕрре кăна мар çĕнсе илет.
Халăхăн канăвне концертсемпе тивĕçтерес енĕпе оркестр нумай вăй хурать. Ăçта кăна пулман-ши вăл: Канашри вакунсем юсакан заводăн, Шупашкарти Я.Ухсай, П.Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕсенче, Шупашкарти ШĔП клубĕнче, стадионсенче, музыка училищинче тата ытти çĕрте те. Оркестрăн концерт программи вырăс, ют çĕршыв классикĕсен, чăваш композиторĕсен произведенийĕсемпе пуян, вĕсен халăх умĕнчи янравĕ те - пысăк хака тивĕç.
Анатолий Васильевич ачасен искусство шкулĕнче халăх инструменчĕсен уйрăмне ертсе пырать.
Хăйĕн ĕçĕсене юратса та парăнса, чун-хавалтан тивĕçлипе туса пырать опытлă педагог, çамрăксене еплерех ĕçлемеллине вĕрентет. Ун урокĕсем методика шайĕнче интереслĕ те тухăçлă иртеççĕ. Анатолий Васильевич шкул тулашĕнчи ĕçсене те активлă хутшăнать, концертсенче хăйĕн номерĕсемпе халăх кăмăлне тивĕçтерет. Вăл республикăри музыка тата искусство шкулĕсен преподавателĕсем хушшинче ирттернĕ 1-мĕш конкурсăн çĕнтерÿçи. Хăйĕн ĕçне яланах чунтан парăнса, вăй-халне шеллемесĕр туса пынăран Анатолий Васильевич Иванов «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» (1995 ç.), «Чăваш Республикин Музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ» (2005 ç.) хисеплĕ ячĕсене илнĕ. Раççей Федерацийĕн Культура министерствин тата Раççей культура ĕçченĕсен профсоюзĕн (2001 ç.), Чăваш Республикин Культура министерствин Хисеп грамотисене (1977, 1979, 1981, 1986, 1999 ç.ç.) тивĕçнĕ. Аслă категориллĕ преподаватель Анатолий Васильевич Иванов Чăваш халăх академийĕн президенчĕн тав сăмахне тивĕçнĕ, ун кăкăрне «Ĕç ветеранĕ» медаль те илемлетет.
Анатолий Васильевич хăйĕн юратнă мăшăрĕпе Ираида Васильевнапа пĕр ывăл та икĕ хĕр пăхса çитĕнтернĕ. Ачисем пурте аслă пĕлÿ илнĕ, ĕçре хастар, чыс-хисеплĕ. Çапла пулма вĕсене ашшĕ-амăшĕ хăнăхтарнă. Çемьере Анатолий Васильевичпа Ираида Васильевнăна тăватă мăнукĕ савăнтараççĕ.