АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялти ĕç ветеранĕ

07 марта 2009 г.

 

Пирĕн ялти ĕç ветеранĕсем çинчен сăмах тапратсан ман таçта аякка çÿремелли çук. Вăл хамăр килтех. Кам тесе шутлатăр-ши? Паллах, ман юратнă асанне. Ăна Кудрова Зоя Павловна тесе чĕнеççĕ. Манăн асанне 1936 çулта Тикаш ялĕнче çуралнă. Çемьере вăл асли пулнă, ачаранах ĕçе çыпçăннă. 1952 çулта колхозра ĕçлеме пуçланă. Малтан тракторист пулăшаканĕ пулнă, кайран хăй те, алла удостоверени илсе, трактористра ĕçлеме пуçланă. Иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен колхоз уйĕнче ĕçленĕ вăл. Нимĕнле ĕçрен те хăраса тăман. Хăйĕн «учĕ» çинче те пултарулăх кăтартнă. 1960 çулта асанне Тикаш ял каччинех, ман асаттене качча тухнă. Вĕсем тăватă ача çуратса ÿстернĕ. Шел, асаннен телейĕ нумая тăсăлман. Вун сакăр çул пĕрле пурăннă хыççăн асатте çĕре кĕнĕ. Тăватă ачана пĕчченех ура çине тăратнă асанне. Нумай çул хушши колхозра бригадăра ĕçленĕ хыççăн фермăна пăрусене пăхма вырнаçнă. Унтан, хăй ÿстернĕ пăрусенчен ĕнесем пулсан, 1976 çулта дояркăна вырнаçнă. Фермăра пурĕ çирĕм икĕ çул ĕçленĕ ман асанне. Ĕне сăвакансем хушшинче яланах малти ретре пулнă вăл. Хăйĕн ĕçне ялан юратса, тăрăшса та тĕплĕн тунă.

1985 çулта асаннене «Ĕç ветеранĕ» медальпе наградăланă. Хисеп хучĕсемпе грамотăсем те унăн темĕн чухлех. Халĕ асанне тивĕçлĕ канура. Çитмĕлтен иртнĕ пулсан та ахаль лармасть вăл. Çуллахи вăхăтра пахчара тăрмашать. Пахча çимĕçсемсĕр пуçне чечексем çитĕнтерет. Пÿртре те чечексем нумай пирĕн. Вĕсемпе савăнать вăл. Пÿрт умĕнче хитре чечексем çитĕнтернĕшĕн ял акатуйĕнче те чысланăччĕ-ха асаннене. Ара, урам илемĕ вăл - ял илемĕ-çке.

Эпир шкултан килессе чăтăмсăррăн кĕтет хăй, килнĕ çĕре апат пĕçерсе хурать. Ялан пирĕн ĕçсемпе кăсăкланать, пирĕншĕн тăрăшать, пире хавхалантарать. Çичĕ мăнук та пĕр кĕçĕн мăнук пирĕн асаннен. Вĕсене вăл ялан ыр сунса телей пиллет.

Ялта манăн асанне хисеплĕ çын. Никамран та эпĕ ун çинчен начар каланине илтмен. Вăл ĕçпе пиçĕхнĕ пултаруллă ветеран. Манăн ăна малашнехи пурнăçра çирĕп сывлăх, телей сунас килет.

Асаннепе эп юнашар ларатăп,

Тимлетĕп чарăнмасăр куçсенчен.

Шур çÿç пайăркине илсе хуратăп,

Ытамласа илетĕп мăйĕнчен.

Ун кăмăлĕ çемçелчĕ, эп туятăп,

Шăлать хăй вăрттăн

куççульне манран.

«Эс пурăн, асанне,

нумай-нумай çул», -

Тесе пăшăлтатап эп хăлхаран...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика