АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Амăшĕн çулĕпе

07 марта 2009 г.

 

1970-мĕш çулсенче Пысăк Енккассинчи çыхăну уйрăмĕ районта чи лайăххисен шутĕнче пулнă. Çыхăну ĕçченĕсен ятне-сумне ÿстерес тĕлĕшпе кунта почтальонра вăй хунă Клавдия Васильевна Демидован та тÿпи пур. «Хĕрлĕ ялав» хаçата кашни килех çитерме тăрăшнă. Ĕçре ăна хаçат-журнал салатма Зоя хĕрĕ те пулăшнă. Çамрăк хĕр ачашăн çакă пĕрре те йывăр пулман. Кăмăлланă вăл килĕрен-киле çÿреме, çынсемпе курса калаçма. Амăшĕ ĕçлеме пăрахсан ун вырăнне Зоя йышăнать. Çыхăну уйрăмĕнче почтальонра ĕçлеме пуçлать. Ку вăл 1972 çулхи мартăн 1-мĕшĕнче пулнă. Ĕçе хăнăхса пынăскере Вăтакас каччи Василий Никитин асăрхать. Часах вĕсем пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăраççĕ. Зоя Вăтакаса пурăнма куçать. Районти çыхăну узелĕн пуçлăхĕсем ăна Вăтакасри çыхăну уйрăмĕн начальникне лартаççĕ. Унтанпа 36 çул çитрĕ. Ĕç кĕнекинче те унăн çырса хуни икĕ вырăнта çеç: пĕри - почтальонра, тепри - çыхăну уйрăмĕн начальникĕнче ĕçлеме пуçлани. Хăйĕн пĕлĕвне, тавракурăмне ÿстерсе пынă. Малтан Шупашкарта почтальонсен курсĕнче вĕренет. Унтан çыхăну техникумне вĕренсе пĕтерет. Хăй тавра ĕçе чунтан парăннă юлташĕсене пухнă вăл.

«Ĕç ăнăçлăхне кадрсем татса параççĕ, тенĕ мĕн авалтан ăслă çынсем. Ку чăнахах та çапла. Пирĕн почтальонсем те яваплăха туйса, кашниех 10-20 çул ытла тÿрĕ кăмăлпа вăй хураççĕ. Туслă коллективра ĕçĕ те пĕр тикĕссĕн пулса пырать. Вĕсен тăрăшулăхĕпе çыхăну уйрăмне кĕрекен ялсенче пурăнакансем кăмăллă», - хăйĕн шухăшне пĕлтерет Зоя Михайловна.

Пинерти Г.Павловапа О.Семенова, Çÿлти Кинчерти Н.Яковлева почтальонсене халăх хисеплет, шанать. Е.Антонова почтальон вара çак кунсенче кăна-ха тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Çыхăну ĕçченĕсен пĕр тĕллев - ял халăхне хаçат-журналпа кирлĕ шайра тивĕçтересси. Тинтерех кăна-ха Зоя Михайловнан юбилей пулчĕ. Ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнăшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн районти почтамт администрацийĕ тата «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ ăна ăшшăн саламларĕç, хаклă парне парса чыс турĕç.

Зоя Михайловнапа Василий Владимирович икĕ хĕрпе пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Аленăпа Володя çемье çавăрнă ĕнтĕ. Пĕри - Мускавра, тепри Шупашкарта ĕçлесе пурăнаççĕ. Инна та Мускавра вырăн тупнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика