07 марта 2009 г.
Çын тытса тăвакан ĕç пурте хисеплĕ, юратса пурнăçласан пушшех те чуна çывăх. Кашниех пĕчĕкренех ÿссен мĕн ĕçлесе пурăнасса шухăшлать. «Ÿссен эсĕ кам пулан?» - текен сăвă та ахальтен çуралман ĕнтĕ. Вăрмар поселокĕнчи Ирина Николаева хăй мĕнле профессипе ĕçлесе пурăнасса пĕчĕкренех пĕлнĕ, мĕншĕн тесен унăн ĕçчен алли çĕвĕçĕ ĕçне ачаранах ăста пулнă. Шкулта вĕреннĕ чухнех тантăшĕсене - кама юбкине, теприне - кĕпине кĕскетсе майласа панă, виççĕмĕшне çĕнĕрен те çĕлесе пама пултарнă. «Ылтăн алăллă хĕр çитĕнет», - тенĕ ун пирки кÿршĕсем те. Кун пек чухне «халăх сăмаххи чăна килчĕ» теççĕ. Ирина Николаевна шкул пĕтерсен Шупашкартан çĕвĕçĕ ĕçне вĕренсе килсен çак ĕçе тытăнать. Малтанхи вăхăтра хăй пĕччен килте ĕçлет вăл. Каярахпа ку ĕçе çынсене те явăçтарать. Халĕ вăл топсбытра пĕр пÿлĕм арендăна илсе çĕвĕ цехĕ уçнă. «Пĕчĕк мăйăрăн тĕшши тутлă», - тенĕ пек цехăн ĕçĕ курăмлă. Кунта вырăн таврашĕсемпе хĕрарăмсем валли халатсем çĕлеççĕ. Малашлăх планĕсем те анлă, анчах та сăпайлă хĕр ăна уçса пама васкамарĕ, апла пулсан Ирина Николаевнана ăнăçу сунар.