04 марта 2009 г.
Тĕнчери экономика кризисĕн витĕмне пула 2009 çул пуçламăшĕнче республикăри ĕç рынокĕнчи лару-тăру, пĕтĕм çĕршыври пекех, йывăрланма тытăнчĕ: штата чакарасси, çынсене тулли мар ĕç кунĕ çине куçарасси вăй илчĕç, организацисенче кадрсем сахалрах ыйтма пуçларĕç, çавна май ĕçсĕр юлнисем йышланчĕç. Çак условисенче ĕç шыракансемшĕн вакансисен тата ĕçе вĕренмелли вырăнсен ярмăрккисем чăннипех çăлăнăç шутланаççĕ. Февралĕн 20-мĕшĕнче çакăн пек мероприятисем республикăри ĕçпе тивĕçтерекен пур центрта та, çав шутра пирĕн районта та, иртрĕç. Çав кун халăх йышлă пулчĕ кунта. РФ Ĕç законодательствин тĕрлĕ статйисемпе пункчĕсене ăнлантарса парас тĕлĕшпе консультаци пункчĕ, «Ĕçсĕр юлнă хĕрарăмсен клубĕ» ĕçлерĕç. «Раççейре ĕç тупасси» информаци порталĕн презентацийĕ иртрĕ. Çакăн пек портал йĕркелени пĕрре те ахаль мар, мĕншĕн тесен ĕçсĕррисен шутĕнче хĕрарăмсем йышлăрах. Асăннă кун та центра ытларах вăтам çулсенчи хĕрарăмсемпе çамрăк хĕрсем пычĕç. Центрти ертсе пыракан специалист Л.Мишина каланă тăрăх, 11 çын «Вăрмарти çĕвĕ фабрики» акционерсен хупă обществинче çĕвĕ профессине алла илме направлени илнĕ.
Ярмăрккасене малашне те ирттерме палăртнă. Сăмах май, çакăн пек мероприятисене 2008 çулта республикипе 13600 ытла граждан пынă, вĕсенчен 2500-шĕ (ваканси ярмăрккине хутшăннисен 18,6 проценчĕ) ĕç тупнă.