04 марта 2009 г.
«Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче вăй хуракансемшĕн халĕ хĕрÿ тапхăр. Ирхине ирех фабрика умне автомашинăсем пĕрин хыççăн тепри килсе чарăнаççĕ. Мĕншĕн тетĕр-и; Ара, кунта халăх валли Кросс «Росконкурент-3» ăратлă бройлер чĕпсем сутма пуçланă. Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнчех лартнă чĕпсем кăларма. Кăçалхи январь уйăхĕнче ытти витесене те хунă. Çапла вара паянхи кун тĕлне халăха сутма ÿстернĕ бройлер чĕпписем 110 пин пуç хатĕр те. Çамрăк чĕпсене пăхса ÿстернĕ çĕрте Е.Николаева, Л.Павлова, Р.Никифорова, Л.Данилова, Т.Никифорова рабочисем тăрăшулăх кăтартаççĕ. Л.Васильевапа Г.Алексеева сутуçăсем вара çав чĕпсене сутнă чухне халăхпа ăшшăн калаçаççĕ, вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ.
- Кашни кун 500-800-шар бройлер чĕппи сутăнать. Çамрăк чĕпсене туянма Тутар Республикинчен уйрăмах нумай килеççĕ, - пĕлтерет Галина Ивановна Алексеева тĕп зоотехник.