28 февраля 2009 г.
Тăхăр çул каялла пуçласа янă ырă йăлан ячĕ-сумĕ Энĕшпуçсен пурнăçĕнче ял тăрăхĕн пуçлăхĕ тăрăшнипе çирĕпленсех кĕрсе юлчĕ. Сăмахăм СССР спорт мастерĕсене - пĕр тăван Ивановсене асăнса ирттерекен йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ пирки. Спорт уявĕ хамăр ентешсене сума суса ирттерекен митингпа уçăлчĕ. Вăл Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулăн спорт залĕнче иртрĕ. Митинга Çар Мухтавĕн музейĕн руководителĕ, паллă тавра пĕлÿçĕ И.Криков уçрĕ. Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин пĕр тăван Ивановсен ырă та пархатарлă ĕçĕ манăçа юлманни, вĕсене асра тытса пыни, сывă пурнăç йĕркине çамрăксем хушшинче аталантарни паха та пысăк ĕç пулни çинчен каларĕç.
Ăмăртăвăн аслă судйи Н.Изосимов спортсменсене ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ. Ун хыççăн вĕсем 7 ушкăна пайланса ял хĕрринчи стадиона пуçтарăнчĕç. Йĕлтĕр йĕрĕ çине малтан чи кĕçĕннисем тухрĕç. 2-4-мĕш классенче вĕренекен арçын ачасем хушшинче чи маттурри А.Герлов (Энĕшпуç) пулчĕ. Н.Ленскийпе (Тикаш) В.Иванов (Энĕшпуç) - иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче.
Хĕр ачасенчен С.Матвеевапа (Кĕлкеш) Н.Петрова (Чупай) пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. С.Павлова (Энĕшпуç) виççĕмĕш пулчĕ.
5-7 классенче вĕренекенсем хушшинче чи вăйлисем С.Данилова (Кĕлкеш) тата Д.Максимов (Шăхаль) пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна А.Ефремовпа (Пинер) Л.Долгова (Чупай) тухрĕç, виççĕмĕшпе М.Андреев (Чупай), Т.Пугачева (Чупай) - çырлахрĕç.
8-9 классенчен пĕрремĕшсемпе иккĕмĕш вырăнсене В.Ивановпа К.Линга, А.Ивановпа В.Павлова (пурте Чупай шкулĕнчен) çĕнсе илчĕç. Виççĕмĕшсем - И.Ильин (Пинер), А.Ленская (Тикаш).
10-11 классенче вĕренекен яшсемпе хĕрсем хушшинче ăмăрту уйрăмах çивĕч иртрĕ. Яшсенчен малти вырăнсене И.Ильин, Ю.Николаев, П.Кириллов (Энĕшпуçсем) тухрĕç. Хĕрсенчен пĕрремĕш - К.Арманова (Çĕнĕ Кинчер), иккĕмĕш - Т.Алексеева, виççĕмĕш - А.Васильева (иккĕшĕ те Чупай) чупса вĕçлерĕç.
Çитĕнсе çитнисенчен хăйсен ушкăнĕнче çĕнтерÿçĕ ятне С.Михайлов, А.Гордеева (Шупашкар), В.Данилов, А.Александров (Кĕлкеш), О.Мефодьев (Мăнçырма), Н.Алексеев (Сĕнтĕрвăрри), Т.Ашмарина, В.Лирзай (Кавал), Н.Михайлов, И.Андреев, А.Голубев (Вăрмар поселокĕ), И.Николаева, А.Иванов (Энĕшпуç), В.Федоров, З.Маркова (Кивĕ Вăрмар) çĕнсе илчĕç. Спорт уявне йĕркелекенсем мала тухнă пур призерсене те хаклă парнесем пачĕç, грамотăсемпе наградăларĕç, медальсем парса чыс турĕç.
Ăмăртăва пĕтĕмлетнĕ май чаплă лару-тăрура Афганистан çĕрĕ çинче пынă çапăçусене хутшăннă Энĕшпуçĕнчи воин-интернационалистсене Вăрмар тата Куславкка районĕсен çар ĕç комиссариачĕн представителĕ Э.Маленков капитанпа Афган вăрçин ветеранĕсен районти уйрăмĕн председателĕ О.Ильин юбилей медалĕсемпе наградăларĕç.