АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăс-хакăл пурлăхĕн çÿпçи

28 февраля 2009 г.

 

И.Криков тавра пĕлÿçĕ çырнă Энĕшпуç шкулĕпе унăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен калакан «Слово о школе» кĕнеке çулталăк пуçламăшĕнче пичетленсе тухнине чылай вулакан пĕлет ĕнтĕ. Шкул 25 çул тултарнă ятпа ирттернĕ савăнăçлă каçра Энĕшпуçсенчен нумайăшĕ унпа паллашма пултарчĕ. Çак кунсенче вара районти краеведени музейĕнче асăннă кăларăмăн презентацийĕ иртрĕ. Унта тăван тавралăх культурипе историне тĕпчекен, литературăпа журналистика анинче тăрăшакан Я.Зайцев, В.Миронов, Н.Иванов, В.Николаев, музей директорĕ В.Цыфаркин, Кĕлкешри вăтам шкулти краеведени кружокне çÿрекенсем (руководителĕ С.Корнилова) хутшăнчĕç. Иван Васильевич калемĕ айĕнчен тухнă виççĕмĕш кĕнеке ĕнтĕ ку. Пĕрремĕшĕ «Ведай край свой Шоркистры» 2005, «Шоркистры спортивные» 2006 çулта пичетленчĕç. Çĕнĕ кăларăм та малтанхи ĕçĕсем пекех уçса парас темăна тарăн тишкернипе палăрса тăрать.

Кĕнекен пĕрремĕш йĕркисенче шкул хăçан тата ăна кам уçни çинче çеç мар, çĕршыв аталанăвĕн историйĕнче мĕнле сăлтава пула «çуралма» пултарни çинче те чарăнса тăнă. Кăларăма çынсем патне çитериччен Иван Васильевич калама çук пысăк ĕç туса ирттернĕ. Вуншар çул хушши çĕршер-çĕршер документ тишкернĕ, фактсем, сăн ÿкерчĕксем пухнă, хывăхне сирсе чи кирлисене кăна хăварнă.

Пухăннисенчен чылайăшĕ кĕнеке кăларас ĕçпе çыхăнса курнăскерсем, çавăнпа та тавра пĕлÿçĕн тăрăшулăхĕпе чăтăмлăхне уйрăмах палăртрĕç. Страницăсене уçса пынă май Энĕшпуç шкулĕн 125 çул хушшинчи пурнăçĕ куç умне яр уççăн тухса тăрать. Çак кĕнекене аваллăхăн кăна мар, хальхи пурнăçăн çÿпçи те теме пулать, историн çак хушăри тапхăрĕ чарăнса тăнă тейĕн. Вулакан вара кулленхи васкаварлă самантра хальччен асăрхаман пулăмсене тепĕр хут васкамасăр тишкерсе тухма пултарать.

«Çĕр çинчен нимĕн те йĕрсĕр иртмест», - тесе çырать кĕнеке авторĕ юлашки йĕркĕсенче. Иван Васильевич вара çав йĕркесене пĕрле пухса ентешĕсем патне, пур вулакан патне çитерме пултарнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика