28 февраля 2009 г.
Пурнăç урапи пĕр вĕçĕмсĕр çаврăнать, çав майĕпе лайăххи те, начарри те ылмашăнса пырать. Темиçе çул каяраххине аса илес пулсан, Кĕтеснер ялĕнче ял хуçалăх ĕçĕ кĕрлесе тăнă. Тырри-пулли пÿлме тулли, хăмли, пахча çимĕçĕ, çырли тата ытти те ытлă-çитлĕ пулнă. Хуçалăхăн чи начар саманчĕсем те сахалах пулман. «Чăтăмлисем аптрамаççĕ» тенĕ пек Кĕтеснерсем те маххă памаççĕ, малаллах талпăнаççĕ. Паянхи куна ку ялти фермăра 100 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ, вĕсенчи 38 ĕне - сăваканни. Фермăра пурĕ 13 çын вăй хурать, кусем те чи чăтăмлисем. Коллектива Л.Платонова ферма заведующийĕ ертсе пырать. В.Кондратьева осеменатор кунти ĕне выльăхсем пĕр çул та пăруламасăр ан юлччăр тесе çине тăрать. О.Пегей, Р.Федоров, В.Николаев выльăх пăхакансем нумай çул ферма сукмакне такăрлатаççĕ. В.Кондратьев нумай çулсем трактористра ĕçленĕ, халĕ витесенчен тислĕк кăларакан пулса тăрăшать. Ĕне-выльăх таса та типĕ вырăнта тăрасси унăн яваплăхĕнчен нумай килет. В.Кондратьев вара хăйĕн ĕçне тĕплĕн пурнăçлать. Ку коллективра пĕрне ырласа тепĕрне хурлама çук, пурте питĕ тăрăшуллă. Т.Филиппова, И.Николаева, З.Охотникова дояркăсем хăйсем сăвакан ĕнесене чунтанах парăннă темелле: выльăхсен умĕнче апат çителĕклĕ-и, шывне вăхăтра шăварнă-и е ай сарăмĕ типĕ-и - пуриншĕн те чунĕсем ыратаççĕ. А.Константинов выльăх пăхакан кунта виçĕ çул çеç ĕçлет пулин те юлташĕсенчен юласшăн мар, тăрăшуллă.
«Ĕçне ĕçлетпĕр-ха, туса илнĕ продукчĕсем ытла та йÿнĕ-çке, пирĕн ĕçĕн хисепĕ çук пек туйăнать. Сăмахран, пĕр литр сĕте 6 тенкĕпе сутатпăр, çунтармалли-сĕрмелли материала литрне 20 тенкĕпе туянатпăр. Мĕншĕн çакăн пек уйрăмлăх пулмалла? Пурте ĕçлетпĕр. Юлашки вăхăтра аранах пирĕн шухăша «çÿлте» ларакан аслисем илтрĕç пулас, ЧР Президенчĕ Н.Федоров кăçалхи çула «Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ» тесе пĕлтерни пирĕншĕн кăштах шанчăк çуратрĕ-ха. Тен малашне эпир те çын шутĕнче пулăпăр», - теççĕ ферма ĕçченĕсем.