АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Массăлăхпа палăрчĕ

25 февраля 2009 г.

 

Февралĕн 15-мĕшĕнче Кивĕ Вăрмар ялĕ çумĕнчи посадка хĕррипе «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2009» тата шкулта вĕренекенсен иккĕмĕш Спартакиади шучĕпе район пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн ирттернĕ ăмăртусем массăлăхпа палăрса тăчĕç. Çанталăкĕ чаплах пулмарĕ пулин те, ăмăртăва спорта юратакан 300 çын ытла хутшăнчĕ. Район больницинчен кăна спорт уявне 60 медицина ĕçченĕ килнĕ. Район больницин тĕп врачĕ Н.Васильева тăрăшнипе 37 медицина ĕçченĕ йĕлтĕр çине тăчĕ. Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Иванов та спортсменсем нумай илсе килнĕ.

Акă районти Спорт çурчĕ умне йĕлтĕрçĕсем пĕр рете йĕркеленсе тăнă.

Ăмăртăва хутшăнакансене район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов саламларĕ.

- Спорта юратакансем паян çĕршывĕпех йĕлтĕр çине тăраççĕ. Унта çулсеренех 800 пине яхăн çын хутшăнать. Халиччен «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» ăмăртăва республикăн тĕп хулинче - Шупашкарта ирттернĕ пулсан, кăçал ăна район центрĕсенче те йĕркелеме палăртнă. Чи вăйлисем, пирĕн районтан та, Шупашкарти чупăва хутшăнаççĕ. Сывлăх пурнăçра чи пĕлтерĕшлĕ пулнине виçĕм çулхи февраль уйăхĕнче Раççейри 46 хулари 5 çултан пуçласа 70 çула çитнĕ пин-пин çын «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» массăллă чупăва хутшăнса çирĕплетрĕ. Вĕсемшĕн пурнăç савăнăçĕ эрех-сăрара, пирус тĕтĕмĕнче тата кунĕн-çĕрĕн диван çинче йăваланнинче мар, шăпах уçă сывлăшра пулнинче. Пĕлтĕр ирттернĕ тупăшура Чăваш Республикинче йĕлтĕр спортне юратакан 27332 çын хутшăннă. Кăçалхи сывлăх уявĕ те массăлăхпа палăрса тăрать. Сире пурне те паянхи уявра сывлăха татах та çирĕплетме, спортра çĕнĕ çитĕнÿсем тума ăнăçусем сунатăп, - терĕ Юрий Васильевич.

Ăмăртăвăн тĕп судйи Н.Изосимов ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ.

Часах ăмăртусем пуçланаççĕ. Старта малтанах чи çамрăккисем - 1997-1998 çулсенче çуралнă арçын ачасем тухаççĕ. Вĕсем 43-ĕн, 1 километр чупмалла. Чи пултарулли вара Тикашри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта 4-мĕш класра вĕренекен Н.Ленский пулчĕ. Ыттисене чылай кая хăварса финиша пĕрремĕш çитрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Чупай шкулĕнчи П.Тепловпа В.Сергеев йышăнчĕç.

Çав çулсенчи хĕр ачасем хушшинче те тупăшу çивĕч иртрĕ. Çак ушкăнра Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекен Е.Ивановапа Д.Васильева палăрчĕç, пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене тухрĕç. Кĕлкеш шкулĕнчи Д.Краснова виççĕмĕш пулчĕ.

Вĕсем хыççăнах старта харăсах 30, 39, 49, 59 çула çитичченхи хĕрарăмсемпе арçынсем тухрĕç. Вĕсен 2 километр чупмалла.

Ку çулсенчи хĕрарăмсенчен малти пĕрремĕш вырăнсене - О.Прокопьева, Н.Законова, Н.Родионова (пурте район больницинчен), З.Маркова (çыхăнăвăн Вăрмарти линипе техника цехĕ), иккĕмĕшне - Н.Андреева, Г.Садовникова (район больници), Л.Аршинова (Кивĕ Вăрмар), Т.Ашмарина (Кавал), виççĕмĕшне И.Камышева, Л.Кузьмина, А.Иванова (район больници), Л.Эсенкулова (райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕ) йышăнчĕç.

Арçынсенчен çĕнтерÿçĕ ятне А.Иванов (Энĕшпуç), А.Петров (Вăрмар поселокĕ), Валерийпе Виталий Федоровсем (Кивĕ Вăрмар) çĕнсе илчĕç. А.Петров (Пинер), А.Павлов (Анаткас), Г.Боредский (Пинер), Н.Эсенкулов (район больници) - иккĕмĕш, А.Хованский, В.Петров, В.Ярухин (Вăрмар поселокĕ) виççĕмĕш вырăнсенче.

60 çултан иртнĕ спортсменсем хушшинче çĕнтерÿçĕ ятне В.Лирзай (Вăрмар поселокĕ) тивĕçрĕ.

1995-1996 çулсенчи çамрăксен тупăшăвĕ те интереслĕ иртрĕ. Призлă вырăнсене арçын ачасенчен В.Иванов (Чупай), А.Ефремов (Пинер), Д.Максимов (Шăхаль), хĕр ачасенчен С.Данилова (Кĕлкеш), А.Лингапа Л.Долгова (Чупай) тивĕçрĕç.

1993-1994 çулсенчи арçын ачасемпе хĕр ачасем те призлă вырăнсемшĕн хăйсен мĕн пур тăрăшулăхне пачĕç. Чи маттурисем вара И.Ильин, Р.Боредский (Пинер), Н.Шапеев (Тикаш), К.Линга (Чупай), А.Васильева (Шăхаль), А.Иванова (Энĕшпуç) пулчĕç.

Старта 1991-1992 çулсенче çуралнă чи пултаруллă, вăйлă спортсменсем тухаççĕ. 2 километрлă дистанцире хĕр ачасенчен призлă вырăнсене Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекен А.Васильева, Т.Алексеева, В.Павлова çĕнсе илчĕç.

Арçын ачасем хушшинче тупăшу уйрăмах çивĕч иртрĕ. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш вырăнсене Энĕшпуç шкулĕнчи Ю.Николаевпа П.Кириллов йышăнчĕç. Кивĕ Вăрмарти А.Борисов виççĕмĕш вырăнта. Çĕнтерÿçĕсене грамотăсемпе наградăларĕç, хаклă парнесем парса чыс турĕç. Энĕшпуç шкулĕнчи Юрий Николаев чи вăйлă спортсмен пулнине çирĕплетсе пачĕ. Икĕ километрлă дистанцие вăл 7 минут та 22 çеккунтра чупса тухрĕ. Чемпиона район пуçлăхĕн кубокне пачĕç, йĕлтĕр комплекчĕ парнелерĕç. Пултаруллисене тĕрлĕ номинацисенче парнесем парса хавхалантарчĕç. «Чи çамрăк участник» приза Вăрмар поселокĕнчи О.Хованская, Н.Петров, К.Иванов, «Чи аслă участник» приза Кивĕ Вăрмарти К.Иванов тивĕçрĕç. «Спорта юратакан чи лайăх ял тăрăхĕ» приза Энĕшпуç ял тăрăхне (пуçлăхĕ О.Иванов) пачĕç. «Спорта юратакан чи лайăх организаци» приза район больницин (тĕп врачĕ Н.Васильева) команди тивĕçрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика