АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Кăмăлтан утатпăр ĕçе»

25 февраля 2009 г.

 

 

Çакăн пек калаççĕ амăшĕпе хĕрĕ. Камсем-ха, тейĕ вулакан. Харсăр та ĕçчен хĕрарăмсем - Арапуç ялĕнчи Людмила Геннадьевна Барановапа унăн хĕрĕ Венера Юрьевна Максимова. «Арабоси» Агрофирма» тулли мар яваплă обществăн ĕне ферминче нумай çул вăй хураççĕ вĕсем.

Людмила Геннадьевна Тăвай районĕнчи Сăхăтпуç ялĕнче пĕр ĕçчен çемьере кун çути курнă. Унăн амăшĕ Роза Михайловна Пряникова мĕн ĕмĕрĕпех фермăра дояркăра ĕçленĕ. Çапла вара Людмила амăшĕпе мĕн пĕчĕкрен фермăра ĕçлесе ÿснĕ. Выльăхсемпе ĕçлеме килĕшнĕ ăна. Шкул вĕренсе пĕтерсен ăçта каймалла-ши тесе нумай шухăшласа тăман, тÿрех хăй юратнă ĕçне çул тытнă. Амăшĕпе пĕрле дояркăра ĕçлеме тытăннă. Ĕçчен хĕре кÿршĕ район (Вăрмар районĕ ĕнтĕ) каччи куç хывать. 1974 çулта Арапуç каччипе Юрий Степанович Барановпа çемье çавăраççĕ. Çапла вара Арапуç ялĕ тепĕр ĕçчен те вашават çемьепе пуянланать.

Çамрăк чух çын яланах çĕннине, урăхлараххине, лайăххине шырать. Барановсем те тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенче ĕçлесе пурăнаççĕ. Анчах та тăван кĕтес, тăван çĕр хăй патнех туртать. 1985 çулта Арапуçне куçса килсе тĕпленсе пурăнаççĕ. Çав çултан пуçласа Людмила Геннадьевна ялти ĕне ферминче дояркăра ĕçлеме тытăнать те мĕн паянхи кунчченех çак сукмака такăрлатать.

Кил хуçи, Юрий Степанович, Арапуç ферминчех маларах трактористра вăй хунă, хальхи вăхăтра - каçхи хуралта. Барановсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ - 2 хĕр те 1 ывăл. Аслă хĕрĕ - Венера амăшĕн çулĕпе кайнă. Вăл та ялти шкултан вĕренсе тухсанах фермăра ĕçлеме тытăннă. Амăшĕпе Людмила Геннадьевнăпа пĕрле ĕçлекенсем, шÿтлесе те хисеплесе «Венера ферма карçыннккинчех ÿссе çитĕнчĕ», - теççĕ. Çак сăмахсем Венера мĕн пĕчĕкрен амăшĕпе фермăна çÿренине пĕлтереççĕ. Малтанах вăл вăкăрсем те пăхнă, каярахпа дояркăра ĕçлеме тытăннă. Халĕ пăрулама хатĕрленекен ĕнесем патĕнче ĕçлет. Яваплăхĕ çав тери пысăк. Ĕне выльăха пăхма ансатах маррине хăй ĕçлесе курман çын ăнлансах та каймасть пулĕ. Пăрулас умĕн ĕнесемпе уйрăмах тимлĕ пулмалла: апат рационне çирĕп пăхăнмалла, вĕсене уçă сывлăша уçăлтарма та кăлармалла, ай сарăмĕ типĕ пулмалла тата ытти те.

Кĕскен каласан, Венера амăшĕн сылтăм алли пекех - яланах пĕрле, яланах çумра. Ăша пусарса калаçма та хĕрĕпе амăшĕ яланах пĕрле. Венера качча тухса çемьеллĕ ĕнтĕ.

Мăшăрĕ С.Максимов та çак фермăрах скотник пулса ĕçлет. Иккĕшĕ виçĕ ача çитĕнтереççĕ. Аслă хĕрĕ - Кристина Канашри медицина училищинче, вăталăх хĕрĕ - 8 класра, кĕçĕн ывăлĕ Максим 6 класра вĕренеççĕ. Ĕçчен çемьере ачисем те çав тери харсăр. Каникулсенче ашшĕ-амăшĕсене пулăшма фермăна çÿреççĕ. «Ĕçлени çĕре ÿкмест», - теççĕ халăхра.

Людмила Геннадьевнăпа Венера Юрьевнана та ĕçре хастар пулнăшăн Хисеп грамотисем парса хавхалантарнă, тав сăмахĕсем сахалах каламан. «Яшка-вутпа, этем ĕçпе пиçет», - тенĕ мĕн авалтан. Арапуçĕнчи амăшĕпе хĕрĕ те ĕçпе пиçнĕ. Вĕсем çитĕнекен çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Малашне те ял фермине илсе каякан çул çум курăкпа хупланса лармасса шанас килет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика