АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хыçа юлнă çулсене асăнса

21 февраля 2009 г.

 

Февралĕн 15-мĕшĕнче Совет Çарĕсен сахал йышлă контингентне Афганистанран илсе тухнăранпа 20 çул çитрĕ. Районта çак паллă датăна халалласа февралĕн 13-мĕшĕнче митинг иртрĕ. Ăна Вăрмар хула тăрăх администрацийĕн пуçлăхĕ В.Иванов ертсе пычĕ. Районта 86 «афганец» шутра тăрать. Çак пысăках мар юбилей кунĕнче 41-шĕ район центрне çитсе Афганистанра пулнисене халалласа лартнă монумент умĕнче пуçĕсене тайрĕç, душмансемпе çапăçса пуçĕсене хунă салтаксене аса илсе шăплăх минучĕ пулчĕ. «Кирек мĕнле çапăçу та юн тăкмасăр пулманнине пурте пĕлетпĕр. Вилнисене чыс та сум, вĕсен ячĕсем яланах чĕрере упранĕç, паян çакăнта пуçтарăннисемпе эпир мухтанатпăр», - терĕ район пуçлăхĕ В.Кириллов воин-афганецсем умĕнче.

«Афганистанри вăрçă ытла та йывăр пулнă, мĕншĕн тесен туллă-сăртлă çĕршывăн пĕтĕм лаптăкне сăнаса тăрайманран, унти халăхăн йăли-йĕркине пĕлейменрен пирĕн çамрăк салтаксем ытларах пуçĕсене хунă. Сирĕн хăюлăх пулас ăрури салтаксемшĕн ырă тĕслĕх. Анчах та хăюлăхпа паттăрлăха мирлĕ вăхăтра кăна кăтартмалла пултăр. Çĕр çинче яланах тăнăçлăх сунатăп», - терĕ Вăрмар тата Куславкка районĕсен çар ĕç комиссарĕ М.Пуклаков.

Воин-интернационалистсене сума суса райадминистрацин культура, социаллă аталану тата архив пайĕн начальникĕ - хĕрарăмсен районти канашĕн председателĕ Г.Петрова, Афганистан ветеранĕсен районти уйрăмĕн председателĕ О.Ильин тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Тухса калакансен сăмахĕсем кашнин чуннех пырса тиврĕç пулас. Монумент умне пуçтарăннă халăх шăп тăчĕ, тимлĕ итлерĕ. Воин-интернационалистсенчен хăшĕсем хумханнипе аллинчи çĕлĕкĕсене пăчăртаса тытнă. Ахăртнех вĕсен куçĕ умне вăрçăн хăрушă кунĕсем тухрĕç пулас. Вăрçăра пулнисене сума суса салют пачĕç. Унăн сассипе хыçа юлнă çулсен аса илĕвĕ тепĕр хут куç умне тухрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика