21 февраля 2009 г.
Раççей Федерацийĕн 2002 çулхи январĕн 25-мĕшĕнчи «Пĕтĕм Раççейри çыравĕ çинчен» 8-мĕш номерлĕ Федераллă саккунĕпе килĕшÿллĕн пирĕн çĕршывра кашни 10 çулта халăх çыравĕ ирттереççĕ. РФ Правительствин йышăнăвĕпе черетлĕ çырав 2010 çулхи октябрь уйăхĕнче иртĕ. Вăл экономикăпа политика тĕлĕшĕнчен пысăк пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа та ăна тĕплĕн хатĕрленмелле, чылай ĕçсем туса ирттермелле. Чи малтанах 2009 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен административлă территорисемпе муниципаллă пĕрлĕхсен чиккисене палăртмалла, мĕншĕн тесен вĕсене карта çинче кăтартмалла пулать. Урам ячĕсене, çурт, хваттер номерĕсене йĕркене кĕртмелле. 2010 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен граждансене регистрацилес тата регистраци учетĕнчен кăларас йĕркене мĕнле пурнăçланине тĕрĕслесе пĕтермелле. 2009 çулхи сентябрĕн 15-мĕшĕччен картографи материалĕсене пăхса тухса йĕркене кĕртмелле. Картографи материалĕсен шутне район карти, хула, ял тăрăхĕсен, уйрăм ялсен планĕсем (500 е ытларах çын пурăнать пулсан) кĕреççĕ.
2003 çулхи октябрĕн 6-мĕшĕнчи Федераллă саккунпа килĕшÿллĕн муниципаллă пĕрлĕхсен чиккисене Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен саккунĕсемпе палăртаççĕ, урам ячĕсене, çуртсен, хваттерсен номерĕсене парассине вырăнти влаç органĕсем татса параççĕ. Çак енĕпе хатĕрленÿ ĕçĕсене район территорийĕнче палăртнă вăхăтра туса ирттермелле. Кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне хула тата ял тăрăхĕсенче адрессен инвентаризацине ирттернĕ. Вăл 27 ялта çитменлĕхсем пуррине кăтартса пачĕ.
Финанс енчен илес пулсассăн, февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне адрес хуçалăхне йĕркене кĕртме ял тăрăхĕсем 218 пин те 914 тенкĕ укçа уйăрнă. Пинер ял тăрăхĕ урамсен ячĕсемпе çуртсен номерĕсем çырма 32 пин, Арапуç ял тăрăхĕ 36 пин, Кавал ял тăрăхĕ 22 пин тенкĕ уйăрнă. Номер паллисене Кĕлкешсем - 8 пин, Чулкассем 3 пин тенкĕлĕх туяннă. Çак ĕçе хăвăртлатас тесен ытти организацисене те явăçтармалла, мĕншĕн тесен урамсен ячĕсемпе çуртсен, хваттерсен номерĕсем вырăнта тата курăмлă пулни медицина, милици, социаллă хÿтлĕх, çыхăну ĕçченĕсемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Çак ĕçсене иккĕмĕш кварталта вĕçлемелле. Июль-август уйăхĕсенче вара регистраторсене явăçтарса картографи материалĕсене тĕрĕслесе тухмалла, çуртсен списокĕпе пурăнакан халăх шучĕн базине йĕркелемелле.
Хула, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче çырава мĕнле тĕллевпе ирттернине, унăн пĕлтерĕшĕ çинчен ăнлантарса паракан 16 стенд йĕркеленĕ. Унсăр пуçне çакăнпа çыхăннă материалсемпе районти статистика уйрăмĕнче, библиотекăсенче паллашма пулать.