21 февраля 2009 г.
Н.И.Егоров профессорăн 50 çулхи юбилейне тинтерех çеç паллă тунăччĕ. Вăхăт иртнине туймастпăр та çав. Каялла çаврăнса пăхатăн та, унтанпа вунă çул ним сисĕнмесĕрех иртсе кайнă иккен. Акă, 60 çулхи юбилейĕ çитсе тăчĕ.
Николай Иванович Егоров Çÿлти Кинчер ялĕнче 1949 çулта февралĕн 20-мĕшĕнче çуралнă. 1964 çулта Çĕнĕ Кинчерти сакăр çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан тÿрех Хусанти фармаци училищине çул тытать.
Унăн ĕç биографийĕ 12 çултанах пуçланнă. Шкулта чухне колхозра, училище хыççăн аптекăра ĕçленĕ. Унтан ялти клуб заведующийĕ, Вăрмарти культура çуртĕнче драма енĕпе ĕçлекен методист, ÿнерçĕ - оформитель, Ульяновскри автомобильсем тăвакан заводра - сварщик. Анчах та çак ĕçсем мал ĕмĕтлĕ çамрăкăн кăмăлне тивĕçтерме пултарайман. Çитĕннĕçем тĕрлĕ халăхсен чĕлхисем кăсăклантарнă. Ку вăл ăнсăртран килсе тухнă япала мар паллах. Кукамăшĕ, кÿршĕрех пурăннă Антонина Александровна Овчинникова, тĕрлĕ халап каласа панисене, юмах юптарнине мĕн ачаранах тимлĕн итленĕ пулас ăсчах. Ун чухнех кукамăшĕнчен тутарла, марилле вĕренме пуçланăскер, Хусанта çак чĕлхесемпе ирĕклĕнех калаçма хăнăхать. Ульяновскра мишерсемпе пĕрле ĕçлесе пурăннăран, мишерле вĕренме те йывăрах пулман. Пурăна киле тĕрлĕ халăх чĕлхине тĕпчес шухăш пырса кĕрет пуçа. Пĕлÿ илме 1972 çулта Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕрет. Н.Егоров унта 5 çул М.Федотов, И.Андреевпа Н.Петров профессорсемпе паллă ăсчахсем ертсе пынипе çине тăрсах филологи дисциплинисене вĕренет. Алла диплом илсен, 1977 çулта Наукăпа тĕпчев институтне ĕçлеме пырать. Чĕлхе пайĕнче ĕçленĕ хушăра çине-çинех тĕпчев пособисем хатĕрлет.
1977 çулта Николай Ивановича Наукăпа тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ хушăра Чăваш патшалăх университетне чăваш чĕлхин кафедрине чĕнсе илеççĕ. Вăл унта студентсене «История чувашского языка», «Сравнительно-историческая грамматика тюркских языков», «Введение в тюркологию» предметсем вĕрентет. Студентсем валли ятарлă курсра вĕренме ĕçсем çырать.
1992 çулта малтан пичетленнĕ тĕпчев ĕçĕсемпе усă курса «Проблема генетической и хронотопологической стратификации лексики чувашского языка и теория булгаро-чувашской этноязыковой преемственности» темăпа Казахстанри Абай ячĕллĕ патшалăх педагогика университетĕнче филологи наукисен докторĕ пулма хÿтĕленнĕ. Пирĕн республикăра унччен кун пекки пулман: диссертаци çырмасăрах, наука кандидачĕ урлă «сиксе» каçса, тÿрех доктор пулса таврăннă Н.И.Егоров Шупашкара. 1992-1993 çулсенче вăл Чăваш краеведени музейĕн директорĕ, 1993-2004 çулсенче - Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ. 2004 çултанпа Н.И.Егоров Чăваш патшалăх гуманитари наукисен институтĕнче, чĕлхе пайĕнче тĕп специалист пулса ĕçлет. Çав вăхăтрах Чăваш патшалăх культурăпа искусство институтĕнче кафедра заведующийĕ. Студентсене «Мифология», «Устное народное творчество», «Чувашский фольклор», «Этническая история народов России», «Фольклористика» вĕрентет. Николай Иванович хăйĕн ĕмĕрĕнче пурĕ тăватă кафедра йĕркеленĕ: Чăваш патшалăх университетĕнче - культурологи, тюркологи, Атăлçи халăхсен, культурăпа искусство институтĕнче халăхăн илемлĕ пултарулăхĕпе социаллă-культурăллă ĕçĕ кафедрисем.
Н.И.Егоров вăхăта пур чухне сĕтел хушшинче ларса ирттермест, вăл яланах халăхпа пĕрле. Николай Иванович çырнă сценарисемпе пирĕн республикăра культурăллă-массăллă мероприятисем пĕрре кăна мар ирттернĕ. Радиопа час-часах тухса калаçать, телепередачăсене хутшăнать вăл. Республикăри хаçат-журналсенче Н.И.Егоров çырнă статьясене пичетлесех тăраççĕ.
Николай Иванович тĕрĕк чĕлхипе калаçакан çĕршывсенче ют мар. Ăна Казахстанра, Киргизире, Турцире лайăх пĕлеççĕ. Хамăр республика тулашĕнче çеç мар, ют çĕршывсене çитсе лекцисем вуланă. 1999 çулта ăна «Чăваш Республикин наукăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят панă. Иртнĕ çул «За заслуги в развитии науки Республики Казахстан» медальпе наградăланă. Хăйне вĕрентнĕ М.Федотов ĕçĕсене малалла тăсса, «Историко-этимологический словарь чувашского языка» кĕнекене пичете хатĕрлесе çитерес тĕллевпе пурăнать паллă ăсчах паянхи кун.