21 февраля 2009 г.
Юлашки çулсенче республикăра, районсенче хăйнеевĕрлĕ, архитектура тĕлĕшĕнчен илемлĕ те капмар çуртсем çине-çинех çĕкленни куçкĕрет. Вĕсемпе пĕр¬лех музейсемпе театрсен, административлă çуртсен сăн-сăпачĕ те улшăнсах пырать. Социаллă пурнăç тата экономика аталанăвĕн тĕп çул-йĕрсенчен пĕри çурт-йĕр строительстви шутланать. Иртнĕ çул Чăваш Ен çурт-йĕр хута ярас енĕпе пĕр миллион тăваткал метр чикки урлă каçнă. Кăçал та çавăн пекех пĕр миллион тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута яма палăртнă. Иртнĕ çул пирĕн районта пурĕ 38 пин те 854 тăваткал метр пурăнмалли уйрăм кил- çурт хута янă. Пурĕ 427 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă. Хăтлă, илемлĕ çуртсем хăпартассипе «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи тăрăшса вăй хурать. Хальхи вăхăтра кунти рабочисем поселокри Порфирьев урамĕнче виçĕ хутлă, çирĕм çичĕ хваттерлĕ çурт-йĕр хăпартассипе ĕçлеççĕ. Кăçал Республика кунне пирĕн районта уявланă май ку объекта çак паллă кун тĕлне хута яма палăртнă. Строительство ĕçĕсемпе паллашнă май çакна каламалла: 10 рабочи çуртăн иккĕмĕш хутне хăпартассипе ĕçлеççĕ. Строительство материалĕсем те çителĕклех. Паха йышши кирпĕче Мари Эл Республикинчен турттараççĕ.
«Çурт-йĕр туянассипе республика тата федераллă программăсем вăйра»,- тет И.Законов тĕп инженер.
Çурт-йĕр хăпартассипе пĕрлех социаллă объектсем тăвасси çине те тивĕçлĕ тимлĕх уйăраççĕ вĕсем. Поселокра музей çуртне тăвассипе те «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи тăрăшать. Кунти ĕç-хĕле В.Чернов мастер ертсе пырать. 10 рабочи музей çуртне хăпартнăпа пĕрех. Çитес вăхăтра çуртăн çивиттине витме палăртаççĕ. Ĕç графикпе килĕшÿллĕн пулса пырать. Апла пулсан ку объекта та Республика кунĕнче хута яма планлаççĕ. Палăртма кăмăллă: «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществинче вăй хуракансем ĕçе кĕске вăхăтра пурнăçлама тăрăшаççĕ. Çакă вара вĕсене ят-сум кÿрет.