АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывсăр пурнăç çук

18 февраля 2009 г.

 

Кĕтеснер ял тăрăхĕнче ĕçмелли паха шыв ыйтăвĕ тахçантанпах пырать-ха. Юлашки вăхăтра ку ыйту çивĕчленсех кайрĕ. Ялти шкулпа ача садĕнче ĕçмелли шыв çитменни пурне те ура çине тăратрĕ. Çак вăхăтра райадминистрацин санитари тата эпидемие хирĕç кĕрешекен комисси членĕсем те лăпкăн ларма пултараймарĕç. Кĕтеснер ял тăрăх пуçлăхне В.Данилова, Кĕтеснерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорне М.Краснована, ялти «Хĕвел» ача-пăча садикĕн заведующине Т.Захарована, Кĕтеснерти Культура çурчĕн директорне Л.Ломоносована, Мичурин ячĕллĕ хуçалăх руководительне Н.Захарова, çавăн пекех райадминистрацин строительство тата обществăлла инфраструктура аталанăвĕн пайĕн начальникне А.Тихонова чĕнсе комисси ларăвне ирттерчĕç.

Район пуçлăхĕн заместителĕ - санитари тата эпидемие хирĕç кĕрешекен комисси председателĕ Ю.Соколов çак килсе тухнă çивĕч ыйту пирки хытах асăрхаттарса çапла каларĕ: «РФ Президенчĕ Д.Медведев, республика Президенчĕ Н.Федоров, район пуçлăхĕ В.Кириллов халăха ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси пирки тăтăшах калаçнă чух, эпир çынсене шывсăр лартма пултараймастпăр. Кĕтеснер ял тăрăхĕн бюджетĕнче укçа çитменни çынсене шывсăр тăратса хăвармаллине пĕлтермест. Темле йывăр пулсан та ялти шкулпа ача садне çывăх вăхăтрах ĕçмелли шывпа тивĕçтермелле ...»

Чĕннĕ хăнасем пурте шыв ыйтăвĕпех хăйсен шухăшĕсене пĕлтерчĕç. Шкулпа ача садне шыв илсе çитермелли майсем тупмалли пирки чарăнса тăчĕç. Халăхран укçа пуçтарма сĕнчĕç. Ку меслетпе пĕлтĕр шыв пăрăхĕсене, 2 шыв колонкине юсанă, кăçал 2 çăл куçне юсаса тирпейленĕ. - Халăх вăйне шаннисĕр пуçне Кĕтеснерсен шыв ыйтăвĕпе хут ĕçĕсене те вăхăта вăраха тăсмасăр вĕçлемелле. Кунта хуçалăх ертÿçипе Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çанна тавăрсах ĕçлемелле, - терĕ малалла Ю.Соколов. Ку ыйтупа малашне те интересленсех тăрасса шантарчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика