АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çине ÿсĕрле ан тух

18 февраля 2009 г.

 

Юлашки çулсенче районта автомашинăсемпе мотоциклсен йышĕ нумайланса кайрĕ. Халĕ районта 5136 автомашина шутланать. Çакă водительсене çул çинчи хăрушсăрлăха тытса пырас енĕпе тимлĕхе ÿстерме хистет.

Автомашина рулĕ умне ÿсĕрле ларма юраманни çинчен водительсене темиçе хутчен те асăрхаттаратпăр пулин те çак йĕркене пăснă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ-ха. Иртнĕ çул район территорийĕнче çулпа транспорт инкекĕсем 28 пулнă. Вĕсенчен çиччĕшĕнче водительсем руль умĕнче ÿсĕр пулнă. Çавна пула аварисенче 7 çын вилнĕ, 41 аманнă. Питех те шел, çавсем хушшинче пĕр çамрăк ачан пурнăçĕ татăлнă.

Пĕлтĕр административлă йĕркене пăснă 1874 тĕслĕхе тупса палăртнă. Айăплисенчен 442 пин тенкĕ шыраса илнĕ.

Çул-йĕр правилисене çирĕп пурнăçласа пырас енĕпе лару-тăру кăçал та чаплах мар. «Вăрмар-Шупашкар» çул кукринче Тутарстанран килекен автомашина тепĕр машина çине пырса кĕнĕ. Юрать-ха водительсем сиенленмен. Январь уйăхĕнче çул-йĕр правилисене пăснă 201 водителе тытса чарнă. Йĕркене пăснăшăн вĕсене 32200 тенкĕлĕх штрафланă: çавсенчен пиллĕкĕшĕ руль умĕнче ÿсĕр пулнă. Вĕсене водитель удостоверенийĕсĕр хăварнă.

Хĕллехи вăхăтра çул çине тухсан водительсем уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Çулсем пăрлак пулнипе авари пулас хăрушлăх пысăк. Çавăнпа автомобильсем хушшинчи дистанцие çирĕп тытса пымалла, палăртнă нормăран хăвăртлăха ÿстерме юрамасть. Хальхи вăхăтра районта «Хăвăртлăх», «Автобус», «Çуран çÿрекен çын», «Хăрушă груз» тата ытти операцисем ирттеретпĕр. Водительсене тепĕр хут аса илтерес килет: ÿсĕрле çула ан тухăр. Ÿсĕр водитель вăл преступникпе пĕр танах. Авари туса çынсене пурнăçран вăхăтсăр уйăрма е сусăрлатса хăварма пултарать. Апла ан пултăр тесен водительсен сывă пурнăç йĕркине, çул-йĕр правилисене çирĕп пурнăçласа пымалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика