АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çулталăкри вулакан" конкурс

18 февраля 2009 г.

 

 

Вăрмарти тĕп библиотекăра кашни çул "Çулталăкри вулакан" конкурса пĕтĕмлетеççĕ. Çĕнтерÿçĕ ята илессишĕн чылай вулакан тупăшрĕ, чи пултаруллисем вара çаксем пулчĕç.

"Чи лайăх вулакан" ята Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакан Геннадий Степанов пенсионер тивĕçрĕ. Вăл илемлĕ литературăсăр пуçне техника енĕпе çырнă кĕнекесене те кăмăлпа вулать, чун-чĕре туртнипе библиотекăна час-часах çÿрет.

"Чи нумай вулакан çемье" хисеплĕ ята поселокра Порфирьев урамĕнче пурăнакан Нинăпа Николай Павловсен çемйи тивĕçрĕ. Вĕсем çемйипех кĕнекесемпе туслă. Хĕрĕсем те шкулта вĕреннĕ чухне те, аслă пĕлÿ илме вĕреннĕ вăхăтра та тĕп библиотекăри кĕнекесемпе, электронлă ресурссемпе анлă усă курнă, халĕ те килĕштерсех çÿреççĕ. Нина Александровна чăваш çыравçисен çĕнĕ кĕнекисене тишкерсех тăрать, мăнукĕсене те пĕлÿ тĕнчипе пĕчĕклех хăнăхтарать. Вĕсене ăса вĕрентекен кĕнекесем, юмахсем вуласа парать, пушă вăхăтра вĕсемпе пĕрле ача-пăча библиотекине çÿрет, тĕрлĕрен мероприятисене хутшăнать. "Чи нумай вулакан çемье" ята Павловсен çемйи чăннипех тивĕçлĕ.

Ача-пăча библиотекине çÿрекенсенчен "Чи нумай вулакан çемье" ята Станиславпа Эллада Николаевсен çемйи тивĕçрĕ. Вĕсем икĕ хĕр çитĕнтереççĕ, Алена хĕрĕ виççĕмĕш çул ĕнтĕ республикăра ирттерекен "Çĕнĕ çула - çĕнĕ кĕнекепе" фестивале хутшăнать. Виктория йăмăкĕпе пĕрле сăвăсем тата тĕлĕнмелле хитре юмахсем ăсталаççĕ. Эллада Ивановнăн профессийĕ те кĕнекесемпе çыхăннă, вăл нумай çул хушши шкулта ачасене вĕрентет. Компьютерпа çĕнĕ технологине усă курса нумай электронлă презентацисем хатĕрлет.

"Чи нумай вулакан" ята Г.Степанов тата Павловсен, Николаевсен çемйисем чаплă лару-тăрура, Пекинри олимпиадăна хутшăннă пирĕн районти паллă спортсменсемпе тĕл пулнă вăхăтра тивĕçрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика