АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшу пама яланах хатĕр

18 февраля 2009 г.

 

Вĕрентекен ĕçне чунтан парăннă çын çеç чăн-чăн учитель ятне тивĕçлĕ. Кунта предмета пĕлни çеç мар, ăна ачасем патне çăмăл та ăнланмалла чĕлхепе мĕнле илсе çитермелли те, вĕренекенсем пирĕнпе мĕнле хутшăнура пулни те пысăк вырăн йышăнать.

Учитель ĕçĕ çăмăл мар. Вăл вĕрентекен çеç мар, тивĕçлĕ воспитани паракан та. Мĕн чухлĕ пĕлмелли, мĕн чухлĕ çĕнĕлĕхпе усă курмалли, мĕн чухлĕ шырав - пурне те шутласа та пĕтерес çук. Çаксем çумне шкул директорĕ пурнăçлама тивĕç ĕçсене хушсан вара çĕклем ытла та йывăр пулассăн туйăнать. Вĕрентÿпе воспитани ĕçĕсĕр пуçне тĕрлĕрен хуçалăх ыйтăвĕсем те тиенеççĕ директор хул пуççийĕ çине.

Çак йывăр та ответлă тиеве 24-мĕш çул тивĕçлĕ шайра туртса пырать Мăнçырмари вăтам шкул директорĕ Владимир Данилович Николаев. Хăйĕн пуян ĕç опычĕпе вăл çамрăк вĕрентекенсемшĕн чăн-чăн пулăшу çăл куçĕ пулса тăрать.

Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан шăпа мана Мăнçырмари вăтам шкула илсе çитерчĕ. Çиччĕмĕш çул чăваш чĕлхипе литературине вĕрентетĕп эпĕ кунта. Малтанхи хут шкул алăкне уçсанах шалтан темле ăшă хум çапнă пек туйăннине паянхи пекех ас тăватăп. Пуçа тÿрех шухăш пырса кĕчĕ: кунта лайăх атмосфера пулма кирлĕ. Чăнах та, ман шухăш чăна килчĕ. Малтанхи кунтан пуçласах хама эпĕ çак шкулта тăван килти пек туятăп.

Вĕрентекенĕн пĕрремĕш ĕç кунĕ директор пÿлĕмĕнче пуçланать. Çынна пĕрре курсах вăл мĕнле кăмăллă пулнине хак пама пулать тесе тĕрĕс те калаççĕ. Владимир Данилович çынна пĕр пÿлмесĕр итлеме пĕлнипе уйрăлса тăрать. Çамрăк вĕрентекенсене вăл малтанхи кунранах коллективпа хутшăнтарса яма пĕлет, уйрăммăн туйма памасть. Вĕрентÿпе воспитани ĕçне мĕнле пуçăнмаллипе паллаштарнă май умра чăн-чăн наставник ларнине туйса илтĕм. Ман предметпа унăн предмечĕ тÿрремĕн çыхăнман пулсан та вăл пурнăç наставникĕ пулнине ăнлантăм.

Владимир Данилович чĕрĕк ĕмĕре яхăн ертсе пыракан шкул коллективĕ ахальтен мар ĕнтĕ тĕрлĕ конкурссенче лайăх енчен палăрса тăрать. Ертÿçи çеç мар, вĕрентекенĕсем те пĕринчен тепри маттур. Çакăн пек коллективра, пуçаруллă директорпа ĕçлеме тÿр килнĕшĕн эпĕ хама телейлĕ тесе шутлатăп.

Владимир Данилович наставник ĕçĕ шкулта кăна палăрмасть. Район Пухăвĕн депутачĕ пулнă май, ял çамрăкĕсемпе те час-часах тĕл пулать вăл, вĕсемпе пĕрле тĕрлĕ мероприятисене хутшăнать, тÿрремĕн наставник пулнине кăтартса мар, хăйĕн ĕçĕпе, тыткаларăшĕпе, калаçăвĕпе вĕсене пурнăçра мĕнле пулмаллине вĕрентет. Шкул ĕçĕсĕр пуçне ял халăхĕн тĕрлĕрен ыйтăвĕсене татса памалли те нумай унăн. Çак ĕçсене пурне те вăл чĕри хушнипе пĕр йывăрлăха туймасăр пурнăçлать.

Чăн-чăн ĕç çынни, пурнăç çынни, çамрăксен наставникĕ тесе калас килет Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ Владимир Даниловч Николаев çинчен.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика