АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуш сăмах çапмастчĕ

14 февраля 2009 г.

 

Вăхăт тĕлĕнмелле хăвăрт шăвать. Тин кăна Афганистанра вăрçă кĕрленĕ пекчĕ - вăл вăхăтра çар хĕсметĕнче тăнисенчен сахалăшĕ çеç унта лекес тесе рапорт çырман пулĕ - кăçал вара Совет çарĕн контингентне илсе тухнăранпа 20 çул та çитет. Çавăнти хаяр çапăçусене хутшăннă салтаксенчен пĕри - Кивĕ Вăрмар каччи Сергей Михайлович Крылов. Пĕр çулта 1966-мĕшĕнче кун çути курнă эпир, мĕн ачаран пĕрле выляса ÿснĕ, пĕр класрах - малтан тăван ялти, 9-10-мĕш классенче Вăрмарти иккĕмĕш вăтам шкулта вĕреннĕ. Ун хыççăн вара çулсем уйрăлса кайрĕç - вăл Хусанти 68-мĕш номерлĕ техника училищине холодильник юсавçи пулма вĕренме кĕчĕ. 1984 çулхи октябрĕн 20-мĕшĕнче унăн салтака кайма ят тухнине юлташсен çырăвĕсенчен пĕлтĕм (хам хĕсметре те ун чух).

Сергей малтан 3 уйăх хушши Термезри вĕренÿ центрĕнче Д-30 наводчикĕ пулма вĕренет. Афганистан çĕрĕ çине пуçласа 1985 çулхи февралĕн 6-мĕшĕнче пусать. Наводчикрен аслă наводчике çитет. Юлашки çар должноçĕ - аслă радиотелефонист. Вăтăр ытла çар операцине хутшăнать çамрăк чăваш каччи. Вилĕмпе куçа-куçăн пĕрре кăна мар тĕл пулнă тени ним çинчен каламанниех пулĕ. Кам хаяр çапăçусенче пулнă, çав хăйĕн çинчен питĕ сахал каласа парать. Вăл е ку вăрçă участникĕсем пирки материал çырма тытăнсан вĕсенчен мĕн те пулса хăйсен паттăрлăхĕ пирки тĕплĕнрех ыйтса пĕлме питĕ йывăр. Сергей те çавăн пек çынччĕ. Мĕншĕн «чĕ» тетĕп-ха? Нумай вăхăт хушши чирленĕ хыççăн 2008 çулхи июлĕн 29-мĕшĕнче унăн чĕри тапма чарăнчĕ.

Сергей çинчен, вăл пĕлтермен вăрçăра кăтартнă хăюлăхĕпе паттăрлăхĕ çинчен ашшĕпе амăшне Михаил Васильевичпа Галина Владимировна Крыловсене ывăлне панă СССР Президиумĕн Верховнăй Совечĕн Грамоти, Тав хучĕсем, «Воин-интернационалиста тав тăвакан Афган халăхĕнчен» медаль тата юбилей наградисем аса илтереççĕ. Тăванĕсен, юлташĕсен асĕнче çутă сăнарĕ яланах упранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика