АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр афганец

14 февраля 2009 г.

 

Çак статьяра сăмахăм Мăнçырмара çуралса ÿснĕ Константин Валерьевич Петров çинчен пулĕ. Вăл çакă çутă тĕнчене 1964 çулхи майăн 4-мĕшĕнче килнĕ. Костя шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн 1979 çулта Шупашкарти энергетика техникумне вĕренме кĕрсе 3 çул çурăран алла диплом илет. Вĕреннĕ хушăра ДОСААФри авиашкула çÿрет, 9 хут парашютпа сикет. 1983 çулхи апрелĕн 20-мĕшĕнче Костьăна салтака илеççĕ, службăна Узбекистанри Фергана хулинче пуçлать. Унăн ДОСААФра вĕреннĕ чухне спорт разрячĕсем пулнă пирки ВДВ полкĕнчи разведкăна лекет. Октябрĕн 29-мĕшĕнче вĕсене Афганистана илсе каяççĕ. Кунта та ăна Баграм хулинче вырнаçнă ВДВ полкĕн разведка ротине илеççĕ. Калас пулать, Костя хăйĕн сăпайлăхĕпе палăрса тăрать. Унран Афганистанра çапăçни çинчен темиçе хут ыйтсан кăна каласа пама килĕшрĕ. Разведрота хăйĕн тивĕçне пурнăçласа пĕрмаях заданисенче пулнă, 3-4 куна анчах базăна килсе кайнă. 1984 çулхи январьте пĕр уйăх хушши Пакистан чикки çÿмĕнчи Ургун провицинче душмансемпе çапăçма тивнĕ, вĕсемпе куçа-куçăн тĕл пулма лекни çинчен каласа парать Костя. Вăл вăхăтра ротăра снайпер пулса çапăçнă, нумай душмансене «леш тĕнчене» ăсатнă. Çав операцире ăна пуçран граната ванчăкĕ лекет, суранне çыхса янă хыççăн вăл каллех çапăçăва кĕрет.

Костя Афганистанра çапăçнине пĕлтерекен паллă - пуç çинчи çĕвĕк халĕ те пур. Çак çапăçура паттăрлăх кăтартнăшăн К.Петров «Хăюлăхшăн» медаль илме тивĕç пулать. Çав çулхи апрель уйăхĕнчен пуçласа июнь çурри таран Костьăн пысăк çар операцине хутшăнма тивнĕ. Хĕрÿ çапăçусем пуçланнă, разведрота пысăк çухатусем тÿснĕ пулсан та хăйсен умне лартнă задание пурнăçланă. Афганистанра 8 уйăх пулнă хыççăн К.Петрова сержант званийĕ параççĕ, взвод командирĕн заместительне, салтак тивĕçне пурнăçлама çур çул юлсан, рота старшини пулма уйăрса лартаççĕ. Афган вăрçинче хăюлăх кăтартнăшăн «Çар тивĕçне лайăх пурнăçланăшăн» медаль парса чыс тăваççĕ. «Афганистанра çапăçусене хутшăннăшăн» медальпе наградăламалла та тунă, ăна вăл киле таврăнсан 1986 çулта тивĕçнĕ. Çак награда Чăваш Республикинче панă пĕрремĕш медаль пулнă. Костьăн кăкăрне «Воин-интернационалиста», «Воин-интернационалиста тав тăвакан Афган халăхĕнчен» тата юбилей медалĕсем те илемлетеççĕ.

1985 çулта Костя хăйĕн салтак тивĕçнĕ пурнăçласа тăван Мăнçырмана таврăнать. Часах Çĕнĕ Шупашкарти «Химпром» производство пĕрлешĕвĕнче ĕçлеме пуçлать. Çав вăхăтрах Афганистанра пулнă ветерансен совечĕн председателĕ пулса ĕçлет, «Руслан» çарпа патриотизм клубĕ йĕркелесе ярать. Хальхи вăхăтра Çĕнĕ Шупашкарта строительство енĕпе предприниматель пулса тăрăшать. Костя Кивĕ Шулхан хĕрĕпе Гальăпа çемье çавăрчĕ. Вĕсем ывăлпа хĕр - Надьăпа Валера пăхса ÿстерчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика