АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿркенмесен ĕç ăнать

14 февраля 2009 г.

Ял хуçалăхĕ - экономика кăна мар, вăл пурнăçăн йăлана кĕнĕ йĕркен хаклăхĕсене упраса хăварни, апла пулсан пурнăç йĕркине, наци культурине тата сывлăхне, эппин, нацие хăйне те сыхласа хăварни. Ял пурнăçĕн хăйне майлă культури çине тимлĕн пăхма тытăнмасан эпир йăх тымарне çухатнă çынсем пулса тăрăпăр, хамăр тымарсене пĕлмесĕр, историе тишкермесĕр хальхи пурнăçа тытса пыма тата пуласлăха тишкерме май çук.

«Тĕшĕ тымара пăхать - тымарĕ мĕнле, тĕшши те çавнашкал», - тенĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Çак сăмахсен пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Пурте вĕсем çĕр çинче ĕçлесе пурăнакансене халалланă сăмахсем. Анчах та президент каланисем пурнăçа кĕччĕр тесен пирĕн тăрăшса ĕçлемелле, малалла ăнтăлмалла. Çĕр ĕçĕн культурине çĕклеме вăхăт. Ял хуçалăхне татах та малалла аталанма пулăшасса, кăçалхи çул республикăри ял хуçалăх отраслĕнче лайăх улшăнусем пуласса шанатпăр.

Хальхи вăхăтра туса илнĕ ял хуçалăх продукчĕсене вырнаçтарма та ансатах мар, хăй хаклăхĕ те пысăк. Тĕш тырă, сĕт, аш-какай хакĕ чакса кайни нумай тăкаксем кÿрет. Хăш-пĕр чухне хаксен вылявĕ хресчен (фермер) хуçисен ĕçлес кăмăлне чакарать, ĕмĕт-шухăша салатса ярать. Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕнче, тен, хаксене йĕркелесе ярĕç. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем, удобренисем те туянмалла, вĕсен хакĕсем те савăнтармаççĕ. Кăçал çĕр ĕçченĕн ĕçне тивĕçлипе хакласса кĕтетпĕр. Çакă çур аки çитсен лайăх курăнĕ.

Чăваш Ен Президенчĕ Н.Федоров çĕр çыннишĕн тăрăшать пулсан пирĕн мĕншĕн алă усса лармалла. 2008 çул районшăн начарах пулмарĕ. Сăмахран тĕш тырăна пĕр гектар пуçне шутласан 27,1 центнер, çĕр улмине - 216,1, пахча çимĕçе 190 центнер туса илтĕмĕр. Туса илнĕ тухăç савăнтарчĕ темелле. Çапла пуçа усмасăр, малашне те лайăх ĕçлес тесе тăрăшатпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика