11 февраля 2009 г.
Кирек епле çын та пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма тăрăшать. Пĕр-пĕр ырă ĕçпе, кирлĕ сĕнÿ-канашпа çынсене яланах пулăшу пама пултарнипе палăрса тăрать кашни уйрăм çын.
Ĕçчен пулма пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентесси, аслисене хисеплеме хăнăхтарасси пĕтĕмпех çемьерен пуçланать. Çакăн пек çемьере çуралса ÿснĕ Анатолий Казаков. Халĕ вăл Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулăн 11-мĕш класĕнче пĕлÿ пухать. Сăнĕпе те вăл ырă кăмăллă, яланах çынна пулăшма хатĕр, никама та сивĕ сăмах каласа кÿрентермест. Шкулта вĕренме пуçласан мĕн пĕрремĕш класранах Анатолий пур предметпа та «5» паллăсемпе вĕренсе пырать. Вăл лайăх вĕренсе пыни тĕрлĕ конкурссемпе олимпиадăсенче те палăрать. Пур предметсемпе те хутшăнать вăл районта иртекен олимпиадăсене. Кашни çул кăтартăвĕсемпех призлă вырăнсем çĕнсе илет. Акă, сăмахран, кăçалхи вĕренÿ çулĕнче вырăс литературипе ирттернĕ олимпиадăра 1-мĕш вырăн йышăннă, тăван литературăпа чăваш чĕлхи олимпиадисенче 2-мĕш вырăн, хими предмечĕпе 3-мĕш вырăн. Унсăр пуçне А.Казаков тĕрлĕ конкурссене хутшăнса хăйĕн анлă тавра курăмне палăртать. Шкулта иртекен пĕр мероприяти те унсăр иртмест. Вăл КВНта та, агитбригада ушкăнĕнче те хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать.
Çемьере вĕсем икĕ ывăл ача çитĕнеççĕ. Ашшĕ-амăшне килти ĕçсене туса пулăшса пыма яланах ĕлкĕреççĕ. Килти ĕçсене тунисĕр пуçне кÿршĕри ватă çынсене те пулăшма та вăхăт тупать Анатолий.
Анатолие анлă тавра курăмлă пулма кĕнекепе туслă пулни те пулăшать. Ахальтен каламан ваттисем: «Кĕнеке - пĕлÿ çăл куçĕ» тесе. Нумай вулани çĕнĕ пĕлÿ илме те, вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тума та кирлĕ. Çак шухăша Толик мĕн пĕчĕкренех ăша хывнă. Çамрăк каччăна ытларах истори темипе çырнă произведенисем килĕшеççĕ.
Сăвă йĕркисем те шăрçалама ăста вăл. Хăй çырнă сăввисемпе каччă районти ăмăртусене сахал мар хутшăннă. Вырăсла çырнă сăвăсене те пит ăста куçарать. Пур ĕçе те мĕнле тума ĕлкĕрет - кăна хăй çеç пĕлет. Ырă кăмăлĕпе, лăпкăлăхĕпе тыткăнлать чипер каччă шкулти хĕрачасене. «Ку йĕкĕт кама качча илсе ырă кăтартĕ-ши?», - теççĕ кÿршĕри ватăсем.
«Чăннипех те пултаруллă вĕренекен», - тесе хисеплеççĕ А.Казакова шкулта вĕрентекенсем. Чăваш Республикин Президенчĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн вĕренÿре, обществăлла ĕçре курăмлă çитĕнÿсем тунăшăн вăл 2009 çулта Президент стипендине илсе тăма тивĕç пулчĕ. Çакăнпа саламласа пĕтĕм ырă кăмăлтан пултаруллă вĕренекене шкултан ăнăçлă вĕренсе тухса малалла хăй суйласа илнĕ профессие алла çирĕп илме ăнăçусем сунатпăр.