11 февраля 2009 г.
Иртнĕ çул Пекинра ирттернĕ XXIX çуллахи Олимп вăййисене пирĕн районтан виççĕн: С.Захарова (марафон), Т.Петрова (çăмăл атлетика) тата В.Андреева (маунтинбайк) хутшăнчĕç. Районта пурăнакансем, спорта юратакансем, шкул ачисем вĕсемпе тĕл пулу ирттерессе чăтаймасăр кĕтрĕç. Акă, кĕтнĕ кун çитрĕ. Тĕл пулăва Раççей спорт мастерĕ, Тĕнче тата Европа чемпионачĕсене хутшăннă В.Андреева килнĕ. С.Захаровапа Т.Петрова, тĕрлĕ сăлтавсене пула, спорт праçникне килсе çитеймерĕç. Район пуçлăхĕ ячĕпе пухăннисене район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ - райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов саламларĕ.
Чăн-чăн спорт уявĕ пулчĕ районти Культурăпа кану центрĕнче. Олимпиецсене саламласа Шупашкартан тĕнчипе чапа тухнă пултаруллă спортсменсем: велосипедпа чупассипе 6 хут СССР чемпионĕ В.Гаврилов, икĕ хут çĕршыв чемпионĕ, чăвашсен пĕрремĕш профессионалĕ, «Сăрт-ту королĕ» И.Иванов, СССР спорт мастерĕ С.Иванов тата ыттисем килсе çитнĕ.
Чи малтанах сăмах район пуçлăхĕн заместителĕ Ю.Соколов илчĕ.
- Паян пирĕншĕн чăн-чăн спорт уявĕ. Китайри XXIX Олимп вăййисене хутшăннă ентешпе, спорт çăлтăрĕпе тĕл пулатпăр. Пекинри Олимпиадăна хутшăннă В.Андреевапа, Т.Петровапа, С.Захаровапа чăннипех мухтанатпăр. Вĕсем Раççей тата Чăваш Ен спортне çÿллĕ шая çĕклерĕç, ÿсекен çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Пирĕн район спортсменĕсем Лондонра 2012 çулта иртекен XXX-мĕш çуллахи Олимпиадăна хутшăнса Раççей, тăван республика чысне пултаруллă хÿтĕлесе медальсем çĕнсе илме ăнăçусем сунатпăр, çĕнтерÿпе таврăнасса шансах тăратпăр, - терĕ Юрий Васильевич.
Унтан вăл Вера Андреевана, унăн ашшĕпе амăшне - С.Андреевпа С.Андреевана, кукашшĕпе кукамăшне - А.Александровпа А.Александрована, Татьяна Петрован ашшĕпе амăшне В.Петровпа Л.Петрована, кукашшĕне - И.Петрова, Светлана Захарован амăшне - М.Васильевана тата пултаруллă спортсменкăн пĕрремĕш учительницине, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен З.Кириллована тĕнчипе чапа тухнă спортсменкăсем пăхса ÿстернĕшĕн район пуçлăхĕн Тав çырăвĕсене пачĕ.
ЧР Физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн заместителĕ С.Мельников В.Андреевана, Т.Петрована, Е.Павлована, М.Семенована 2009 çулта ЧР Президент стипендине илсе тăмаллине çирĕплетекен свидетельствăсем пачĕ.
Спортра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тата физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе тивĕçлĕ тÿпе хывнăшăн В.Андреевана, Мăнçырмари, Пысăк Енккассинчи, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулсен директорĕсене - В.Николаева, Г.Архипована, П.Егорова, пултаруллă спортсменкăсен малтанхи тренерĕсене - В.Семенова, Ю.Архипова, Г.Исаева ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министерствин Дипломĕпе наградăларĕ.
Велосипед енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормине пурнăçланă М.Семенована, А.Семенована, И.Тимофеева (Вăрмар поселокĕ), пĕрремĕш разряд нормине тултарнă И.Ильина, Р.Боредскине (Пинер), О.Иванована, Г.Романова, А.Архипова, С.Михайлова (Мăнçырма), К.Питрукова (Кĕтеснер), А.Адюкова (Кавал), Н.Чубукова (Çиçтĕпе), Е.Андреева (Çĕнĕ Мăнтăр) удостоверенисем тата знаксем парса чыс турĕ.
Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов Пекинри Олимпиадăна хутшăннă спортсменкăсем хăйсен спорт карьерине кунти шкултан пуçлани, кăçал спорт шкулне уçнăранпа 40 çул çитни çинчен каларĕ.
Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнчен вĕренсе тухнă СССР спорт мастерĕ С.Иванов шкултан тухнă пултаруллă велосипедистсем пирки ырăпа аса илчĕ.
Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ В.Нягин хăйĕн сăмахĕнче ентешсен спортри çитĕнĕвĕсемпе савăнни çинчен пĕлтерчĕ, вĕсене спортăн анлă çулĕ çинче малашне те пысăк çитĕнÿсем тума ăнăçусем сунчĕ, В.Андреева спортсменкăна тата унăн амăшне Светлана Михайловнана Тав çырăвĕсем пачĕ.
- Пирĕн Вера хĕр ача спортра тунă ÿсĕмсенче район администрацийĕн, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тата ЧР физкультурăпа спорт министерствин тÿпи уйрăмах пысăк. Вĕсем пулăшнипе ĕнтĕ вăл спортăн анлă çÿлĕ çине тухма пултарчĕ, çакăншăн эпĕ вĕсене чĕререн тав тăватăп, - терĕ хăйĕн сăмахĕнче Светлана Михайловна Андреева.
Шупашкарти В.Ярды ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Олимп резервĕсен специализациленĕ шкулĕн директорĕ В.Мулендеев шкулта вĕренекен пирĕн ентешсем çинчен ăшă сăмахсем каларĕ.
В.Андреева тренерĕ, Чăваш Республикин тата Раççейĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ В.Краснов пултаруллă спортсменсем çитĕнтерме пулăшнăшăн Верăн малтанхи тренерне В.Семенова (халĕ Мăнçырма ял тăрăхĕн пуçлăхĕ ) хаклă парне пачĕ, ялти вăтам шкула хăй çырнă кĕнекесем парнелерĕ. Çавăн пекех ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне С.Архипова та парнесĕр хăвармарĕ. В.Андреева та хăйĕн наставникне С.Архипова парнепе тивĕçтерчĕ.
Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти физкультура учителĕ, Т.Петрова çăмăл атлетăн малтанхи тренерĕ Ю.Архипов çак праçник ячĕпе пурне те саламларĕ, ăнăçусем сунчĕ.