11 февраля 2009 г.
Вăрмар райповĕн уполномоченнăйĕсен 83-мĕш пухăвĕнче пурĕ 10 ыйту пăхса тухрĕç.
Райпо совечĕн председателĕ К.Никитин райпон 2008 çулхи ĕç итогĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ.
«Пирĕн çĕршывра потребкоопераци 178 çул халăх ыйтăвне тивĕçтерет. Ăна халăх пуçарса янă, вăл халăхшăн ĕçлет. Çавна май райпо совечĕпе правленийĕ потребкооперацине аталантарассипе Программа йĕркеленĕ. Потребкоопераци системинче çĕнĕлĕхсем кĕртесси те ырă йăлана кĕнĕ. Акă поселокри хăш-пĕр лавккасене тĕпрен çĕнетсе улăштартăмăр. Халĕ вĕсенче туянакан тавара ирĕклĕ майпа суйласа илме пултарать. Пурлăхпа техника базине те çулсеренех вăйлатса пыратпăр. Пирĕн тĕп тĕллев - çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, ĕçе çамрăк ăрăва явăçтарасси, производствăна аталантарасси, ял халăхне тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем кÿресси», - терĕ Константин Владимирович хăйĕн докладне пуçланă май.
Потребкооперацин тĕп ĕçĕ - суту-илÿ. Çак ĕçре 100 яхăн çын тăрăшса вăй хурать. Ваккăн тавар сутассин тата обществăлла апатланăвăн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 135 миллион та 308 пин тенкĕпе танлашнă. Ÿсĕм 122,9 процент. Ваккăн тавар сутассин çаврăнăшĕ 108 миллион та 991 пин тенкĕ пулнă. Ÿсĕм 119,9 процентпа танлашнă. Çавăнтан 80,7 процент апат- çимĕç продукчĕсем йышăнаççĕ. Ытларах çăкăр, çăкăрпа булка, кăлпасси, кондитер изделийĕсем, строительство материалĕсем, сĕтел-пукан сутăннă.
«2008 çулта тавара кредит мелĕпе 1 миллион та 572 пин тенкĕлĕх сутнă. Çакă та, малтанхипе танлаштарсан, пысăк кăтарту. Уйрăмах сĕтел-пукан сутасси 24,5 процент ÿснĕ. Аякри ялсене таварсемпе тивĕçтересси тĕп тĕллевсенчен пĕри. Хальхи вăхăтра çак ĕç предприятишĕн тăкаклă пулсан та, халăх шăпи, нуши-терчĕ пире канăç памасть. Чĕкету, Пăртас, Атнаш, Кĕçĕн Шăхаль, Çĕнĕ Шулхан, Чăрăшçырма ялĕсенче пурăнакансене эрнере пĕр хутчен кирлĕ таварпа тивĕçтеретпĕр», - терĕ К.Никитин хăйĕн калаçăвне малалла тăснă май. Кооперативлă предприятисем те пысăк кăтартупа палăрнă. 2007 çулпа танлаштарсан Пысăк Енккассинчи кооператив предприятийĕн тавар çаврăнăшĕ 95,76, Мăнçырмари - 100,2, Чулкасри - 109,2, поселокри 112 процент ÿснĕ. 2008 çулта пĕр уйăхра тавар сутассипе райпон Энĕшпуç лавкки (заведующийĕ А.Алексеева), поселокри «Заря» гастроном (В.Степанова), «Лидер» лавкка (Л.Кузьмина) малтисен ретĕнче пулнă.
2008 çулта халăха 2 миллион та 824 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ эмелсемпе тивĕçтернĕ. Ветеринари аптекин те кăтартăвĕсем пысăк. Вăл 1 миллион та 692 пин тенкĕлĕх препаратсем сутнă.
Райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă общество та иртнĕ çула лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ. Унăн тавар çаврăнăшĕ 26 миллион та 317 пин тенкĕпе танлашнă. Вĕсенчен 13 миллион та 133 пин тенкĕлĕх хăйсен вăйĕпе туса кăларнă продукци. Ÿсĕмĕ 149 процент. Çурма фабрикатсем кăларасси те иртнĕ çулхипе танлаштарсан 148,1 процент ÿснĕ. «Обществăлла апатлану çаврăнăшĕнче хамăр вăйпа туса кăларакан продукцине ÿстермелле. Ăна суту-илÿ лавккисенче ытларах сутмалла. Çавна май тавар ассортиментне пуянлатса пымалла», - палăртрĕ К.Никитин.
Райпо аталанăвĕнче производство пысăк вырăн йышăнать, вăл тĕп шăнăрĕ пулса тăрать. «Вăрмарти çăкăр завочĕ», «Нива», «Надежда» тулли мар яваплă обществăсенех илер. Вĕсенче тавар туса кăларассин калăпăшĕ 24 миллион та 372 пин тенкĕпе танлашнă. Ÿсĕм 118,7 процент.
«Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество çăкăрпа булка изделийĕсене - 205,6, сухари - 11,5, кондитер изделийĕсем 61,7 тонна туса кăларнă. Ку кăтарту иртнĕ çулпа танлаштарсан ытларах, пылак шыв туса кăларасси те ÿснĕ. Вăл 88466 декалитрпа танлашнă. Çĕвĕ цехĕ те производство калăпăшне ÿстерсе 417 пин тенкĕлĕх продукци туса кăларнă.
2008 çулта çăкăр туса илессин калăпăшĕ 9,8 процент чакнă.
«Рынок системинче конкуренци пуç пулса тăнă май, производствăра ĕçлекенсен хăйсен таварĕсене вырнаçтарассипе активлă ĕçлемелле тата халăх мĕнле тавар ытларах кăмăлланине тишкермелле. Ытти регионсенчен те çăкăрпа булка изделийĕсене кÿрсе килеççĕ, пирĕн вара уйрăмах çăкăр пахалăхне малти вырăна хумалла. Район бюджетне налуксем тÿлетпĕр, çавăнпа та вырăнта тавар туса кăларакансен продукцине ытларах туянма тăрăшмалла. Эпир пурте пĕрле кар тăрса район аталанăвĕшĕн ĕçлетпĕр», - терĕ К.Никитин.
«АПК» приоритетлă наци проектне пурнăçласа ял лавккисем суту-илÿсĕр пуçне хатĕрлев ĕçĕсемпе активлă ĕçлеççĕ. 2008 çулта ял хуçалăх продукцине халăхран 12 миллион та 704 пин тенкĕлĕх туяннă. Хальхи вăхăтра ку енĕпе 27 лавкка ĕçлет. Халăхран пурĕ 467,9 тонна сĕт пухнă.
Пĕтĕмĕшле каласан 2008 çула потребительсен обществи тăкаксăр вĕçленĕ, налуксене те вăхăтра тÿленĕ.
Хальхи вăхăтра райпо системинче 298 çын вăй хурать. Районти ĕçпе тивĕçтерекен центрпа обществăлла ĕçсем пурнăçлама килĕшÿ тунă.
2008 çулта строительство ĕçĕсем пурĕ 3 миллион та 650 пин тенкĕлĕх пурнăçланă. Мăнçырмари «Новинка», поселокри «Надежда», «Колос» лавккасене, «Минутка» буфета, «Юность» лавккана тĕпрен юсанă. Унсăр пуçне универмаг çивиттине улăштарнă, ветаптекăна çĕнетнĕ.
Пурлăхпа техника бази те çирĕпленсех пырать. Иртнĕ çул сивĕтекен оборудовани, контрольпе касса техники, автотранспорт пурĕ 2 миллион та 390 пин тенкĕлĕх туяннă. Райпон «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество валли 784 пин тенкĕлĕх çăкăр пĕçерекен «Ротор - Агро» кăмака, 2 УАЗ автомашина туяннă. Райпон администраци çуртне, «Спутник», «Колос» лавккасене çут çанталăк газĕ кĕртнĕ.
Уполномоченнăйсен пухăвĕнче райадминистрацин пай начальникĕ Н.Краснова, Чăвашпотребсоюз правленийĕн хатĕрлев ĕçĕсемпе ĕçлекен председателĕ Н.Наумова тухса калаçрĕç, райпон иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне вăтам хак пачĕç.