11 февраля 2009 г.
Февраль пуçламăшĕ, пирĕншĕн, пĕтĕм Раççей халăхĕшĕн, тĕнчери пĕтĕм православи чиркĕвĕсемшĕн вышкайсăр пысăк пулăмпа палăрчĕ. Смоленски тата Калининградски пĕрлĕхĕсен митрополичĕ Кирилл Раççей тата Мускав Патриархĕ пулса тăчĕ. Пĕтĕм тĕнчери тĕрлĕ конфесси ĕненĕвĕн яваплă пуçлăхĕсем пĕр шухăшлă пулса, Кирилăн пуçарăвĕсене тата туса ирттернĕ ĕçĕсене тĕпе хурса православи тĕнĕн чи пысăк пуканне йышăнма шанчĕç. Эпир çакна пĕтĕм чун-чĕре хавхаланăвĕпе ырласа йышăнтăмăр. Иртнĕ çулсенче II-мĕш Алексий Патриарх нумай ырă йышăнусем туса анлă йĕр хăварчĕ. Чăваш Ене те миçе хутчен килме хал çитерчĕ. Эпĕ ас тăвасса: Чăваш Президенчĕпе пĕрле Татиана чиркĕвĕн никĕсне хунă çĕре те хутшăннă. Халĕ унта кунсерен çĕр-çĕр çын Турă хÿтлĕхне тупать, чун ыйтăвне шырать.
Иккĕмĕш Алексий халалĕсене пурнăçласа Православи чиркĕвне малалла аталантарас, халăх ĕненĕвне çирĕплетес ĕмĕтпе ĕçлекен, сăваплă вырăна чăннипех тивĕçлĕ митрополит Кирилл.
Кашни канмалли кун эпир сенкер экран умне пуçтарăнса «Слово Пастыря» передачăна куç сиктермесĕр пăхатпăр. Митрополит Кирилл яланах халăхпа пĕрле пулма тăрăшни, ырăпа ултава, чеелĕхе, куштанлăха, усаллăха яланах уйăрма вĕрентет, ырă сĕнÿсем, канашсем парать.
Тĕнчери лару-тăру халĕ те лăпкă мар. Мирлĕ халăха хĕсĕрлесси, пусмăрласси, вĕлересси пĕрре те иксĕлмест. Час-часах политиксен йăнăшне пула унта та кунта вут-çулăм айне пулаççĕ ялсемпе хуласем. Иртнĕ тапхăрти атеист-коммунистсем чиркĕве сивлесе чылайăшне çÿреме чарнă. Çамрăк пионерсемпе комсомолецсемшĕн ку татах та хăрушă пулнă: вĕренме каяймăн, ертÿçи «картлашки» тăрăх хăпараймăн. Апла пулин те Турăран хăранă çынсем, унран асли çук çĕр çинче çукки пирки ĕненнĕ. Тĕрĕслĕх яланах çиеле тухать çав.
Кирилл Патриархран татах та нумай кĕтет тăван халăхăмăр. Ахальтен мар ĕнтĕ вун-вун хутчен «Аксиос!» тесе пехиллерĕ Аслă Православи чиркĕвĕн хорĕ. Ку ĕнтĕ «Шанатпăр, ĕненетпĕр»тени пулать грек чĕлхинчен. Пирĕн шухăшсемпе пĕр килет çакă. Апла пулсан туслăхпа тăванлăха яланах тĕпе хурас, кĕвĕçÿпе суяран хăтăлас, малашлăхри кăмăл-ĕмĕте Аслă Турăпа пайлас. Çапла пултăр.