07 февраля 2009 г.
Вырăссен паллă поэчĕ Н.Некрасов «Мороз, Красный нос» поэминче вырăс ялĕсенчи хĕрарăмсем ĕрĕхсе кайнă лашана та тытса чарма, çунакан çурта кĕрсе пурлăха та çăлма пултараççĕ тесе калани вырăссене çеç пырса тивет тетĕр-и? Çук, паллах, ун пек пултаруллă хĕрарăмсем Чăваш Енре те сахал мар, вĕсенчен пĕри Вăрмар поселокĕнче пурăнакан уйрăм предприниматель Галина Александровна Семенова. Вăл тытса тăракан «Пилеш» («Рябинушка») магазина хамăр тăрăхра пурăнакансенчен пĕлменни сахал пулĕ. Хаклă мар хакпах (рекламăра ăна пирĕн хаксем сире йÿнĕлĕхĕпе тĕлĕнтерĕç теççĕ) кунта халатсем, кĕпесем, вырăн таврашĕ тата ытти вуншар-вуншар япала туянма пулать. Вăрттăнлăхне уçар - çакă пĕтĕм сутакан продукцие кунта вырнаçнă цехрах çĕленипе çыхăннă. Çак производствăна Галина Александровна пăлхануллă 1995 çулта пуçласа янă. Темле йывăрлăх витĕр те тухма тивнĕ унăн, 1998 çулхи дефолт хăй кăна мĕне тăрать.
Анчах йĕркипе. Вăрмар поселокĕнче çуралнă Галя ачаранах çĕвĕ ĕçне юратнă. Шкул пĕтерсе професси илсен малтанах Ульяновскри çĕвĕ фабрикинче çĕвĕç пулса ĕçлеме тытăннă. 1980 çулта Вăрмарти çĕвĕ фабрики уçăлсан çак специальноçпах вăй хунă. Пултаруллă çамрăка коллективра асăрхаççĕ, служба картлашкипе çÿлеллех хăпарать Галина Александровна - лаборантка, технолог, главнăй инженер...
1995 çулта вара вăл хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пăхма шутлать. «Семенова Г.А.» уйрăм предприяти йĕркелет. Малтанах пĕчĕк магазинтан пуçланă ĕç Галина Александровна тăрăшнипе вăй илсех пырать. 1997 çулта предприниматель хăй вăйĕпе икĕ хутлă çурт хăпартать. Халĕ кунта производство цехĕ те, кантур та, пурăнмалли те. Шалта евростандарт ыйтнă пекех - пурте хăй вырăнĕнче, таса, çутă. Хуçи мĕнле çын пулни çакăнтанах курăнать.
Халĕ килсе тухнă кризиса пула чылай пысăк предприятисем тикĕссĕн ĕçлейми пулчĕç, ĕç укçи парасси те вăхăтра пулса пымасть. Галина Александровна предприятийĕнче, куç ан ÿктĕр те, йĕркеллех. Çĕвĕçсем ĕç условийĕпе те, шалу укçипе те кăмăллă. Кунта ĕçлекен И.Иванова каланă тăрăх (вăл 10 çул ĕнтĕ Галина Александровнан «сылтăм алли» темелле), ассортимента татах пуянлатасшăн. Эппин çынсене кирлĕ продукци тата нумайрах туса кăларĕç.
Н.Некрасов патнех таврăнар - хальхи вăхăтра пурăннă, Вăрмара килсе курнă пулсан хăйĕн поэминче вырăс хĕрарăмĕсене çеç мухтамĕччĕ пуль, вырăс ялĕсенче çеç мар, «Раççей ялĕсенче хĕрарăмсем пур...», - тесе сăвă йĕркисене улăштарĕччĕ.