07 февраля 2009 г.
Çак çултан пуçласа Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ Раççейĕн пур регионĕнче официаллă йĕркепе вăя кĕрет. Чăваш Республикинче вăл эксперимент шучĕпе сакăр çул пычĕ. Кăçал мĕнлерех иртĕ вăл? Çĕнĕлĕхсем пулĕç-и; Çакă тата ытти ыйтусене туллинрех хуравлама эпир райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕнчен Ю.СОКОЛОВРАН ыйтрăмăр.
- Çĕнĕлĕхсем пирки калас пулсан çакна палăртмалла: кăçалтан обязательнăй йĕркепе математика тата вырăс чĕлхи предмечĕсемпе экзамен тытмалла. Анчах аслă шкула е техникума пĕлÿ пухма кĕме ку çителĕксĕр. Малалла тарăн пĕлÿ илес тесен сĕннĕ çак предметсене - хими, биологи, физика, информатика, истори, обществоведени, вырăс литератури, ют чĕлхесем (акăлчан, нимĕç, француз чĕлхисем) - кирлисене суйласа илсе Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытма юрать. Пулас профессине хальтерех палăртни лайăхрах, мĕншĕн тесен хăш предметпа ППЭ тытассине пĕлтерсе тăван шкулта март уйăхĕн 1-мĕшĕччен заявлени çырса памалла.
Çакна палăртмалла: кăçал 11 класс - 208, 9 класс 306 ача вĕренсе пĕтереççĕ.
– Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне хăçан тытма палăртнă?
– Май уйăхĕн 26 - июнĕн 19-мĕшĕсенче шкул пĕтерекенсен тĕп пайĕ валли Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене ирттереççĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытнисене июнĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен аттестатсемпе свидетельствăсем параççĕ. Çак вăхăтрах аслă шкулсенче абитуриентсенчен документсем йышăнма пуçлаççĕ.
Выпускниксене çăмăлтарах пултăр тесе эпир çуркуннехи каникул вăхăтĕнче эксперимент евĕр Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тыттарса пăхасшăн. Çакă вĕсене хăнăхма та, пĕлĕвне тĕрĕслеме те кирлĕ.
Енчен те Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕнче обязательнăй йĕркепе тытмалли математикăпа е вырăс чĕлхипе «иккĕ» илсен тепĕр хут тытма юрать, анчах çак экзаменсенчен пĕрне кăна. Иккĕшне те параймасан ППЭ тытма тепĕр хут çитес çул кăна тытма ирĕк пур.
– Ылтăн тата кĕмĕл медальсемпе пĕтернисен аслă шкула кĕме çăмăллăхсем пур-и?
– Кăçалтан ылтăн тата кĕмĕл медальсем те вăйне çухатаççĕ. Вĕсене аслă шкула кĕмелли конкурсра шута илмеççĕ. Анчах та пултаруллă çамрăксем валли палăртнă çăмăллăхсен шучĕ те сахал мар. Раççей олимпиадисен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене чăннипех хаклаççĕ, аталанма анлă çул уçса параççĕ.