АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çитес çулхи тухăç пысăк пултăр

07 февраля 2009 г.

 

 

«АПК аталанăвĕ» наци проектне пурнăçласси кунран-кун вăйланса пырать. Патшалăх кивçен паракан укçапа тĕллевлĕ усă курсан, ăна парса татма та кăмăллă. Парăм чакса пырсан ĕç те ăнать. Иртнĕ çул районĕпе илсен тĕш-тырă тата ытти ял хуçалăх продукчĕсем туса илессипе палăрмаллах ÿсĕмсем пулчĕç. Çак çитĕнÿре «Шигали» хуçалăхăн та тÿпи пысăк. Вĕсем пĕр гектар пуçне 26,7 центнер тĕш тырă туса илме пултарчĕç. Паха вăрлăх акни, çĕр ĕç культурине ÿстерни, унпа пĕрлех çĕр ĕçченĕн ăнланулăхĕ, хастарлăхĕ ÿсни - тухăç никĕсĕ пулса тăрать те ĕнтĕ. Пĕр ĕçе пикĕнсен ял çынни пуçне пĕкет те, ăна вăхăтра тĕплĕн пурнăçлама тăрăшать. Хуçалăха ертсе пыраканран тытăнса пурте кану мĕнне пĕлмесĕр ĕçлеççĕ кунта. Хĕл кунĕнче те пĕр канăç та çук хуçалăхра. Сивĕ çанталăкăн «ури хуçăлсанах» йĕтеме васкаççĕ Л.Макова, С.Чернова, А.Яндутова, Н.Сормулатов уй-хир ĕçченĕсем, Н.Софронов, Н.Иванов слесарь-машинистсем, Ю.Александров водитель. Вĕсем кунта вăрлăхлăх тырра алласа кондицие çитереççĕ. Хăйсен хуçалăхĕнче те паха вăрлăх акаççĕ, сутлăх та хатĕрлеççĕ. Çитес çул та Шăхальсем тухăçлă тыр-пул çитĕнтересшĕн .

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика