04 февраля 2009 г.
Автомобиль спортне юратакансем Шупашкарти Хĕвел тухăç поселокĕ çывăхĕнчи хирте çулсеренех иртекен Раштав ăмăртăвне хутшăннă. Спортсменсен 1600 метрлă дистанцие виçĕ хут çаврăнса лайăх кăтартусемпе палăрмалла пулнă. Старта тĕрлĕ приводлă машинăсем тухнă.
Энĕшпуçĕнче çуралса ÿснĕ пирĕн ентеш, халĕ Шупашкарта пурăнакан, «Авто» магазин директорĕ Ю.Иванов вун-вун çул тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса пĕрре çеç мар çĕнтерÿçĕсен ретне тăма пултарнă. Хальхинче те вăл «Нива» машинăпа чи лайăх кăтартупа (11 минут та 42,8 çеккунт) палăрнă.
Хыçалти приводлă машинăсем хушшинче «Волга» автомобильпе Энĕшпуçĕнчи «Шоркистринский» производство кооперативĕн директорĕ И.Иванов иккĕмĕш вырăна тухнă, унăн вăхăчĕ 12 минут та 46,7 çеккунт.
«Ока» автомашинăпа М.Михайлов виççĕмĕш вырăн йышăннă, дистанцие 13 минут та 45,6 çеккунтра вĕçленĕ.
Экипажсем хушшинче Энĕшпуçĕнчен тухнă пилĕк спортсмен: Ю.Иванов,И.Иванов, Н.Михайлов, Д.Иванов, С.Иванова дистанцире мала тухнă. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе Кубоксем парса чыс тунă.
Çакна палăртма кăмăллă: пĕр тăван Иванпа Дима Ивановсем çакăн пек ăмăртусене пĕрре кăна мар хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул «Шупашкарти кĕркунне» чупура ралли-кросра И.Иванов «Волгăпа», Д.Иванов «Нивăпа» çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă.