04 февраля 2009 г.
Çывăх вăхăтра Энĕшпуçĕнчи вăтам шкул уçăлнăранпа 125 çул çитнине тивĕçлĕ шайра уявлама хатĕрленет. Вăл кунта тĕрлĕ çулсенче вĕреннĕ яш-хĕрĕме, вăй хурса ĕçленĕ вĕрентекенсене тата ял-йыша тĕл пулăва йыхăрать.
... Мускавра ĕçлесе пурăнакан В.А.Дмитриев та тăван шкула яланах ăшă кăмăлпа асра тытса, уява çитсе курма, пĕр ÿсĕмри юлташсемпе, хисеплĕ вĕрентекенсемпе тĕл пулса калаçма васкать. Малаллахи йĕркесем Энĕшпуçĕнчи вăтам шкултан вĕренсе тухнă паллă ентеш, психологи наукисен кандидачĕ, СССР спорт мастерĕ В.А.Дмитриев полковник çинчен пулĕç.
Валерий Алексеевич Дмитриев 1954 çулта Энĕшпуç ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. 1971 çулта ашшĕ, Алексей Михайлович Дмитриев, вăхăтсăр çĕре кĕрсен, Валерăпа Лена аппăшне амăшĕ, Лидия Васильевна, ура çине тăратас, тĕрĕс воспитани парса вĕрентес тесе тăрăшнă. Валера шкулта лайăх паллăсемпе вĕреннĕ, спортпа туслă пулнă, ял çумĕнчи Энĕш шывĕ хĕрринче выляса ÿснĕ. 1972 çулта ялти шкулта вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Совет Çарĕнче службăра тăрать. Харсăр чунлă та пултаруллă çамрăк малтанах Ленинград хулинчи, унтан Ивановăри (йĕлтĕрпе чупас енĕпе облаçĕн аслă тренерĕ ыйтнипе) шалти ĕçсен пушарпа техника училищинче вĕренет. Çак çулсенче çĕршыври тĕрлĕ ăмăртусене йĕлтĕрпе чупас тата биатлон енĕпе хутшăнать. Пысăк çитĕнÿсем тăвать, СССР спорт мастерĕн хисеплĕ ятне илме тивĕç пулать.
СССР шалти ĕçсен министерствин пушарпа инженери аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн 1984-1986 çулсенче Мускаври Тимирязев районĕнчи шалти ĕçсен управленийĕнче ĕçлет.
В.Дмитриев шалти ĕçсен пайĕн экспертпа криминал службинче Раççей ШĔМĕн экспертпа криминал центрĕнчи аслă наука сотрудникĕ пулса 1994 çултанпа ĕçлеме тытăнать. 1996-1997 çулсенче службăна обществăлла йĕркене сыхлакан патшалăх управленийĕнче аслă инспектор пулса тăсать. 1997-1998 çулсенче вăл - Шалти ĕçсен Министерствинче хĕç-пăшалпа усă курнине тĕрĕслесе тăракан пайăн тĕп эксперчĕ. 1998 çулхи декабрьтен вара - пай начальникĕ. Тĕрлĕ «хĕрÿ» вырăнсене тухса çÿреме тивнĕ Валерий Алексеевичăн - нацисем хушшинче хирĕçтăру пулнă вăхăтра Баку, Степанакерт (1990 ç.) хулисенче пулнă, 1996 çул - Кизляр, 1997 çул - Махачкала. 1995 çулта Чечен Республикинче саккунсăр хĕç-пăшаллă формированийĕсем туса ирттернĕ тискер ĕçсене те тĕпченĕ. 1990-1996 çулсенче следствипе оперативлă ушкăнпа пĕрле КамАЗра, Канашри нефтебазăра, Крымскри порт базинче тата ытти çĕрте пулнă пушарсемпе, сирпĕтнĕ тĕслĕхсемпе следстви ĕçĕсем ирттернĕ. Ку тулли список мар-ха.
Пур çĕрте те ĕçе пĕлсе тăвакан профессионал пулнине кăтартса панă. Вăл хĕçпăшалпа усă курас енĕпе нормăпа право акчĕсем йĕркелес ĕçе те хутшăннă, уйрăммăн илсен «Хĕç-пăшал çинчен» Федераллă саккуна палăртса хăвармалла.
Валерий Алексеевича «Çĕршыв умĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн» орденăн 1, 2-мĕш степеньлĕ медалĕсемпе, «Пушарта хăюлăх кăтартнăшăн», «Службăра тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн» медалĕн I, II, III степенĕсемпе наградăланă. Ытти наградăсем те нумай. Уйрăмах вĕсенчен Хĕç-пăшаллă çарсен Верховнăй главнокомандующийĕн В.Путинăн Тав çырăвне палăртмалла. Энĕшпуçсем ентешĕпе чăннипех мухтанма пултараççĕ.