АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿпе сапăрлăх вучахĕ

04 февраля 2009 г.

 

«Шкул пĕтсессĕн ял пĕтет», - тенĕ ĕлĕкрех ватăсем. Хальхи çăмăл мар, пăтăрмахлă саманара, районти шкулсен шутне чакарса, сахаллатса пынă чух, ялта вăтам пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕ пурри уйрăмах савăнтарать. Ара ялти мĕн-пур ача-пăча, яш-кĕрĕм пĕр чăрмавсăр тарăн та пысăк пĕлÿ илме, тĕрĕс те шайлашуллă сапăрлăх (воспитани) туптама пултарать-çке кунта.

Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул Вăрмар районĕнчи ытти шкулсен шайĕнче тĕрлĕ çитĕнĕвĕсене кура виççĕмĕш вырăнта тăрать. Паянхи куна илсен шкулта 216 ача ăс-тăн пухать, вĕсенчен 36-шĕ урăх ялтан вĕренме çÿрет (Хуруй ялĕнчен - 22 вĕренекен, Атайкассинчен - 12). Çавăн пекех 22 вĕрентекен тăрăшса вăй хурать: аслă категориллĕ 2 учитель, пĕрремĕш категориллĕ - 12, иккĕмĕш категориллĕ - 5. Тĕрлĕ шкулсенчен çÿрекенсем - 4 вĕрентекен.

Пирĕн шкулăн историйĕ пуян та кăсăклă, ăна 1884 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче пуçласа янă. Революцичченхи вăхăтсенче (вăл «школа грамоты» ятлă пулнă) шкул çынсем пурăнакан тĕрлĕ кил-çуртсенче вырнаçнă пулнă. Пĕрремĕш вĕрентекенĕ Семен Осипович Осипов пулни паллă.

Чи малтан шкулта 19 арçын ачапа 3 хĕрача вĕреннĕ. 1900 çулта ялта чиркÿ уçăлать те ăна чиркÿпе прихут шкулĕ теме тытăнаççĕ. 1930 çулта 12 класлă çĕнĕ шкул хăпартса лартаççĕ. Хальхи Энĕшпуç шкулĕн çуртне 1972-1976 çулсенче туса хăпартнă (вăл 320 вырăнлă). Ăна çĕклес тĕлĕшпе уйрăмах Виталий Григорьевич Григорьев директор тăрăшнă. Çавăн пекех ашшĕ-амăшĕсен комиссийĕн председателĕ Иван Александрович Нягин та тĕрлĕ министерствăсем тăрăх сахал мар çÿренĕ, çĕнĕ шкула хута ярассишĕн нумай вăй хунă. Ку вăхăтранпа çĕр-çĕр вĕрентекен ĕçлеме ĕлкĕрнĕ кунта, пин-пин вĕренекен ăс-тăн туприне пуянлатнă.

Энĕшпуç шкулĕнчен вĕренсе тухнă çынсем хушшинче нумайăшĕ пурнăçăн анлă та сарлака çулĕ çине тухса пысăк пултаруллă çынсем пулса тăма пултарнă. Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче çĕршывшăн, тăван ялшăн усăллă ĕçсем туса пурăнаççĕ. Вĕсене, паллах, ял çыннисем яланах ырăпа çеç асăнаççĕ, вĕсемпе чăннипех мухтанаççĕ.

Акă Иван Васильевич Криков, Энĕшпуç шкулĕнчен вĕренсе тухса кунта 33 çул хушши вăй хураканскер, 2001 çулта пухса хатĕрленĕ «Ведай край свой Шоркистры» кĕнекинче пирĕн шкул савăнса тăма пултаракан чаплă та паллă çыннисем (выпускникĕсем) çинчен тата шкулăн, ялăн тулли историйĕ çинчен вуласа пĕлме пулать. Вăлах çырнă 2007 çулта пичетленнĕ «Шоркистры спортивные» ĕçĕнче Энĕшпуç ялĕн мухтавлă спортсменĕсем çинчен чылай çĕнни пĕлетпĕр. Çак кунсенче Иван Васильевичăн виççĕмĕш кĕнеки - «Слово о школе» - кун çути курчĕ. Ăна автор пирĕн шкулта ĕçленĕ, чун-чĕрисене парса вĕрентнĕ учительсем, унтан вĕренсе тухнисем çинчен, шкул историйĕ çинчен хайланă.

Шкул çитес кунсенче хăйĕн 125 çулхи уявне паллă тăвать. Ку пысăк мероприятие тивĕçлĕ те чаплă ирттерсе ярас тесе унчченех тăрăшаççĕ ĕнтĕ. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем пĕлтĕрхи вĕренÿ çулĕнчех шкул уявĕ тĕлне «Вĕрентекен! Хисеплĕн янрать сан яту!» ятпа наукăпа тĕпчев ĕçне хатĕрлеме пуçланă. Тĕрлĕ çулта шкулта вăй хунă, халĕ тивĕçлĕ канурисемпе, паян шкулта тăрăшакансемпе тата нумай çул каялла пирĕнтен уйрăлса кайнă учительсен тăванĕсемпе курнăçса вĕрентекенсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен, шкул ĕçĕнчи чи кăсăклă саманчĕсем çинчен ыйта-ыйта пĕлнĕ, вĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене пухса презентацисем хатĕрленĕ. Декабрĕн 26-мĕшĕнче ачасемпе вĕсен класс ертÿçисем çулталăк хушши пухса хатĕрленĕ материалсем тăрăх шкулта наукăпа тĕпчев конференцийĕ ирттерчĕç. Ку мероприяти ачасемшĕн уйрăмах усăллă пулчĕ, мĕншĕн тесен нумай çын умне тухса калаçма хăнăхнисĕр пуçне вĕсем шкул историйĕпе, унта ĕçленĕ вĕрентекенсемпе туллин паллашма, нумай çĕнни пĕлме пултарчĕç. Шкул уявне хатĕрленсе ĕç хĕрÿ иртет терĕм. Уйрăмах кунта Вăрмар ентешлĕхĕн пуçлăхне Леонид Максимович Григорьева тата унăн вице-президентне Василий Николаевич Нягина тав сăмахĕсем калас килет. Вĕсем укçи-тенки енчен те, ырă канашпа, усăллă сĕнÿсемпе те чылай пулăшаççĕ. Шкулта пулса иртекен мĕн-пур уява, пысăк пĕлтерĕшлĕ шкул ĕçĕсене яланах пĕлсе тăраççĕ, тăтăшах вĕренекенсене те, вĕрентекенĕсене те тивĕçлĕ парнесем парса чыслаççĕ, малалла ĕçлеме, вĕренме хавхалантарса тăраççĕ. Çавăн пекех ытти нумай хамăр ял çынни, вырăнта ĕçлекен маттур ертÿçĕсем те хăйсен пулăшăвне сĕнеççĕ. Палăртнă уяв февралĕн 7-мĕшĕнче шкулта иртĕ. Шкул ĕçченĕсене, вĕрентекенсене пурне те хапăл туса кĕтеççĕ. Чаплă уяв хăнасемсĕр иртмест теççĕ, çавăнпа та пĕр-пĕринпе тĕл пулса шăкăл-шăкăл калаçма, шкулта ирттернĕ савăк вăхăта аса илме васкар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика