04 февраля 2009 г.
Пучах... Мĕнле пысăк çак сăмах пĕлтерĕшĕ. Куç умне тÿрех тырă пусси тухса тăрать. Пучах тулли те шултра пулсан унăн пĕрчисем те нумай, тухăç та пысăк пулать. Малта пыракансен паха опытне вĕренни, çĕр ĕç культурине ÿстерни, элитлă вăрлăх акни, хальхи йышши техникăпа тухăçлă усă курни вăйлă тыр-пул çитĕнтерме май парать те ĕнтĕ. Пирĕн районта та çулсерен тухăçлă тыр-пул çитĕнтерекен хуçалăхсем çук мар. Вĕсене ĕçе пĕлекен ăста руководительсемпе агрономсем ертсе пыраççĕ. 1965-1975-мĕш çулсем асрах-ха. Çавăн чухне ĕнтĕ пирĕн район тухăçлă тыр-пул туса илес енĕпе республикăра та малтисен ретĕнчеччĕ. Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕнче В.Мадянов ĕçлетчĕ.
- Пирĕн района Чăваш ял хуçалăх институтне хĕрлĕ дипломпа вĕренсе пĕтернĕ çамрăк агроном Е.Пегеева (Созонтова) килчĕ. Эпир ăна малтан Мичурин ячĕллĕ колхоза ятăмăр. Унта вăл вăрлăх енĕпе тăрăшрĕ, «Путь Ильича» колхозра тĕп агрономра ĕçлеме пуçласан мĕн пур пĕлĕвне, пултарулăхне, ăсталăхне пачĕ, хăйĕн ĕçне чунтан парăннă ăста специалист пулнине кăтартрĕ, - çав вăхăта аса илсе каласа парать ял хуçалăх управленийĕн начальникĕнче ĕçленĕ, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ ятсене тивĕçнĕ Вячеслав Алексеевич Мадянов.
«Путь Ильича» колхоз председателĕ И.Михайлов тата Е.Созонтова тĕп агроном хуçалăха пĕлсе ертсе пынипе тата колхозниксене ĕçе пултаруллă явăçтарма пултарнипе Арапуçсем çултан-çул тухăçлă тыр-пул çитĕнтерчĕç. 1982 çулта вĕсем тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене кашни гектартан вăтамран 36,9 центнер пухса кĕртнĕ. Çĕр улми тухăçĕ те пысăк пулнă. Колхоз патшалăха тĕш тырă тата çĕр улми сутмалли плансене чыслăн пурнăçланă. Тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессишĕн тăрăшса çурхи тулăн «Московская-35», сĕлĕн «Горизонт», пăрçан «Неосыпающийся» сорчĕсене ытларах та ытларах акса хăварнă.
Апат-çимĕç программине пурнăçа кĕртес тесе Арапуçсем тепĕр çулĕнче кашни гектартан 35-40 центнертан кая мар тĕш тырă, 180 центнер çĕр улми, 500 центнер выльăх кăшманĕ, нумай çул ÿсекен курăксен уттине 45-50 центнертан кая мар туса илме тĕллев лартнă. Арапуçсем сăмаха çилпе вĕçтермен. Çитес çулхи тухăçшăн вĕсем кĕркуннех хĕрÿ кĕрешĕве тухнă. Ял хуçалăхĕнче тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн 1983 çулта Евдокия Созонтовна Созонтована - «Путь Ильича» колхозăн главнăй агрономне «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ агрономĕ» хисеплĕ ят параççĕ.
Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлекен ăста специалист Е.Созонтова 30 çул ытла агрономра вăй хунă. Ял хуçалăх производствине малалла аталантарас, тĕш тырă, çĕр ĕç культурине ÿстерес, пысăк тухăç паракан сортсене ĕçе кĕртес тĕлĕшпе пысăк çитĕнÿсем тунăшăн тата нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн правительство ăна Хисеп Палли орденпа наградăланă. Çак пысăк наградăна вăл хаклă реликви вырăнне упрать.
Кăçалхи февралĕн 5-мĕшĕнче вăл 75 çул тултарать.