31 января 2009 г.
Кăçалхи çула ЧР Президенчĕ Н.Федоров - Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. РФ Президенчĕ Д.Медведев 2009 çула - Çамрăксен çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - çамрăк ăрăва пулăшма май паракан проектсем хатĕрлесе пурнăçа кĕртесси. Хальхи вăхăтра пирĕн районта 14 çултан пуçласа 30 çула çитичченхи 6 пин те 591 ытла çамрăк пурăнать. 30 çула çитмен граждансене май килнĕ таран пулăшма, пултаруллисене вара хавхалантарма тăрăшаççĕ. Акă, сăмахран, çулсерен пултаруллă 1000 çамрăка Президент стипендийĕпе хавхалантараççĕ.
Ăна тивĕçекенсем - ăслăлăхра, техникăпа производствăра, литературăра, культурăпа искусствăра, вĕренÿре, çамрăксен политикин тытăмĕнче, сывлăха сыхлас ĕçре, тăван тавралăха упрассинче, спортра, ял хуçалăхĕнче çулсеренех çитĕнÿ тăвакансем.
Нумаях пулмасть районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министрĕ И.Моторин район администрацийĕн ларусен залĕнче ЧР Президенчĕн стипендине Вăрмар тăрăхĕнчен тивĕçнĕ çамрăк граждансене свидетельствăсем пачĕ. Вĕсенчен пĕри - «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче электрик пулса тăрăшса вăй хуракан Петр Леонидович Степанов.
Палăртма кăмăллă: «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче вăй хуракан пултаруллă яш-кĕрĕм кашни çулах çак сумлă ята тивĕçет. 2007 çулта Президент стипендиачĕ çÿлерех асăннă фабрикăра дояр пулса вăй хунă (халĕ выльăх-чĕрлĕх пăхакан пулса ĕçлет) А.Сотников, 2008 çулта Д.Войков механизатор пулнă. «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикин директорĕ Н.Петров, фабрика администрацийĕ çамрăк граждансене ялта тĕпленсе, ĕçлесе пурăнма майлă условисем туса параççĕ. Пултаруллă çамрăксене тĕрлĕ енлĕ хавхалантараççĕ. Çакă паллах, яш-кĕрĕме тăван енрех юлма хавхалантарать. Çавăнпах та П.Степанов хăй çуралса ÿснĕ ялнех кăмăлларĕ. Çак ялтах 1984 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче çуралнăскер, мĕн пĕчĕклех çĕр ĕçне хăнăхса ÿснĕ. Ялти шкулта 10 класс пĕтерсен Шупашкарти профтехучилищĕре электромонтер специальноçне алла илет. 2006 çулта диплом илсен, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикине ĕçлеме кĕрет. Унăн ашшĕ - Леонид Петрович Степанов чылай çул сĕтел-пукан фабрикинче вăй хунă. Каярахпа, фабрика хупăнсан, Мускав хулине ĕçлеме кайса çÿренĕ.
Амăшĕ - Елена Федоровна Степанова «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче 1988 çултанпа ĕçлет. Малтан дояркăра, пĕр вăхăт уй-хир бригадинче вăй хурать, 2008 çултан вара чăх-чĕп пăхакан пулса тăрăшать.
«Ĕçрен хăраман ăста пулнă», - текен ваттисен сăмахĕ паянхи кун та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Петр Степанов пирки те çакна каламалла. 24 çулхи пултаруллă каччă хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнчех пĕрле ĕçлекен коллективра, фабрика администрацийĕ, район умĕнче ырă ята тивĕçме пултарчĕ.
Ĕçне кура - хисепĕ, тетпĕр. Хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçласа пынăшăн фабрика администрацийĕ, Горьки чукун çулĕн Хусанти уйрăмĕ Хисеп грамотисем, сумлă парнесем парса чыс тунă. Çамрăксенче ял çĕнелĕвĕ, малашлăхĕ, тĕрекĕ. Эппин ялсенче пултаруллă та тăрăшуллă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçсен малалла та тĕпленсе пурăнмалла пултăр.