АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хăнара - Сталинград паттăрĕсем

31 января 2009 г.

Тĕнчери мĕн пур этемлĕх кăçал фашистла Германие Сталинград патĕнче çапса аркатнăранпа 66 çул çитнине паллă тума хатĕрленет. Историе кĕрсе юлнă çак пысăк событи халăх асĕнчен нихăçан та тухмĕ.

Астăватăп-ха, 26 çул каялла районти хаçат редакцийĕнче Сталинград патĕнче нимĕç фашисчĕсене çапса аркатнăранпа 40 çул çитнĕ ятпа çак çапăçăва активлă хутшăннă, «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн» медаль илме тивĕç пулнă Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсемпе тĕл пулу иртрĕ.

Тĕл пулăва, кĕске сăмах каласа, КПСС райкомĕн бюро членĕ, районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ В.Андреев уçрĕ.

Унтан районти çар комиссарĕ М.Свиридов сăмах илчĕ, ÿсекен çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас енĕпе вĕсен тÿпи уйрăмах пысăк пулни çинчен каларĕ.Сталинград çапăçăвĕ 200 куна (1942 çулхи июлĕн 17-мĕшĕ - 1943 çулхи февралĕн 2-мĕшĕ) пынă. Фашистсен çарĕ унта вилнисемпе, аманнисемпе, тыткăна лекнисемпе, хыпарсăр çухалнисемпе пĕрле 1,5 миллион çын çухатнă. Çак çапăçура Хĕрлĕ çарăн Хĕç-пăшаллă Вăйĕсем стратегиллĕ пуçарăва тăшманран туртса илнĕ те урăх хăйсен аллинчен яман.

Тĕл пулăва хутшăннисенчен Вăрмар поселокĕнчи П.Егоров, Л.Чернова, В.Дмитриев, район больницин врачĕ В.Алексеев, Шутнерпуçĕнчи А.Александров, Чулкасри И.Викторов тата ыттисем тухса калаçрĕç, Сталинградшăн пынă хаяр çапăçусем çинчен хăйсен аса илĕвĕсене каласа пачĕç. Питех те шел, халĕ вĕсем пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Анчах та вĕсен вăрçăри паттăрлăхĕ пирĕн халăх асĕнче ĕмĕрлĕхе упранĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика