28 января 2009 г.
Хисеплĕ вулаканăм! Ĕçленĕ вăхăтри кунсене аса илтерекен сумлă датăсем çитсен, эпир маларахри тапхăрти пурнăçа, коллективри юлташсене аса илетпĕр! Акă, хаçата вулакансемшĕн, унпа çыхăну тытакансемшĕн, хаçата кăларакансемшĕн паллă кун пулчĕ: пирĕн юратнă «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн юбилейлă 9500-мĕш номерĕ пичетрен тухрĕ. Çак номере çитиччен мĕн чухлĕ çын тăрăшман-ши хаçата вăхăтра, ăна вулакансен ыйтăвĕсене тивĕçтермелле кăларас тесе. Калама кăна аван, анчах çак тапхăр (хаçатăн пĕрремĕш номерĕпе паян хушшинче) 77 çул та, икĕ уйăх та, 13 кунпа танлашать. Шĕкĕр Турра, малтанхи номере астăвакансем те пур-ха районта. Акă, Кавал ялĕнче пурăнакан 100 çулхи Петр Николаевич Моклаков, унăн тантăшĕ Яков Константинович Макаров, Кĕлкешри 95 çулхи Ананий Максимович Максимов тата ытти ватăсем. Çапла, вăхăт шунăçемĕн район хаçачĕ те нумай улшăнчĕ, çиелтен пăхма та, содержанипе те. Кунта халĕ пурте аслă пĕлÿллĕ - вĕсенчен виççĕшĕ - чăваш чĕлхин ăсчахĕсем, пултаруллă çынсем, чăннипех хаçатшăн тăрăшакансем ĕçлеççĕ. Вĕсен аллинче компьютер тата хальхи кăткăс техника, кирек-мĕнле кăткăс ыйтăва та вулакансем патне ăнланмалла çитерес, вĕсем хайлавсенче калакан ĕçсем çинчен куçпа курса ĕненччĕр тесе сăн ÿкерчĕксемпе çирĕплетсе параççĕ. Саламсене сăн ÿкерчĕк кĕртни те çын кăмăлне каять, савăнтарать.
Ансат мар, пулман та вăл хаçат ĕçĕ çăмăлли. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче эпир редакцинче аслă пĕлÿллисем иккĕн кăна пулнă. Хаçат, редакци умĕнче тăракан пысăк тĕллевсене шута илсе, кунта ĕçлекенсем хăйсен пĕлĕвне çине тăрса ÿстерме тытăнчĕç. Малтанхи вунă çулĕнчех 3 сотрудник - А.Хованский, А.Белова, В.Афиногенов куçăмсăр вĕренсе аслă пĕлÿллĕ дипломсем илчĕç. Вĕсем хăйсем тăрăшнипе пĕрлех, редакцинчи ытти ĕçченсем те мораль тĕлĕшĕнчен пулăшрĕç. Заочнăй сессисен вăхăтĕнче вĕсемшĕн те ĕçлерĕç. Коллектив тăрăшни, çине тăни тата хăйсен пултарулăхне куллен ÿстерсе пыни республикăра та курăнчĕ пулас. Çав тапхăрта пирĕн коллективран виçĕ çынна район хаçачĕсен редакторĕсем пулма суйласа илчĕç. Анатолий Ильич Хованские - Муркаша, Алексей Павлович Павлова - Тăвайне, Николай Васильевич Васильева - хамăр районти хаçат редакторне лартрĕç. Каярахпа, вĕсен пултарулăхне хак парса, виççĕшне те Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Николай Васильевич тата Раççей шайĕнче те çак ята тивĕçнĕ. Эпĕ манпа пĕр туртара лава туртнă юлташсене пысăк тав сăмахĕ калатăп. Сумлă номер тухрĕ. Малалла та вăй хурса ĕçлеме, пысăк ÿсĕмсем тума хавхалантараççĕ унчченхи номерсем. Редакци ĕçченĕсем, унăн редакторĕ П.Алексеев ырă кăмăллă. Хаçат ветеранĕсен пурнăçĕпе, сывлăхĕпе кăсăклансах тăраççĕ. Вĕсен ĕçлес кăмăлĕ пысăк. Тин кăна пире Чăваш пичечĕн кунĕпе хаçат урлă саламланă. Пире, ваттисен кунĕнче хăнана чĕнеççĕ. Район хаçатне çырăнса параççĕ, тăрăшсан ĕç пуласси куçкĕрет. Çавна май, эпир, хаçатпа çыхăну тытакансем, редакцинчен тивĕçлĕ канăва тухнисем, юбилейлă номер тухнă ятпа саламласа, халĕ ĕçлекен туссене, пултаруллă коллектива, ăна ертсе пыракан Петр Васильевич Алексеев тĕп редактора коллектива нумай-нумай çулсем хушши ертсе пыма çирĕп сывлăх, ăнăçу, телей сунатăп. Редакципе хаçат активĕ - вулакансем хушшинчи çыхăну çирĕпленсех пытăрччĕ, йышĕ ÿссех пытăрччĕ, тăван хаçатăн ячĕ чĕннĕ пек, вунăпинмĕш номер патне района ертсе пыракансемпе пĕрле харăссăн утса район пуласлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлемелле, халăхшăн сăваплă ĕçсем ытларах тумалла пултăрччĕ, редакци ĕçтешĕсен алли ан ывăнтăрччĕ, çырмалли хатĕрсем ан мăкалтăрччĕç, хаçатăмăр çулĕ такăр пултăрччĕ, иртнĕ тапхăрти хаçатçăсене те сума-сумаллах пултăрччĕ.
Вуншар çулсем иртĕç. Совет халăхĕн Аслă Çĕнтерĕвĕн ялавĕ малалла та ялкăшса пырĕ, район та, унăн хаçачĕ те 100 çула çитсе, иртсе пырĕç. Фронтпа тыл паттăрĕсем çинчен маларах çырнă хайлавсем, районти халăх хуçалăхĕн мĕн пур отрасльсенчи пултаруллă çынсем çинчен çырнă статьясем, ĕмĕрсен тăршшĕ пĕлтерĕшлĕ ĕçсем - ялсене газ кĕртни, асфальтлă çулсем сарни, таса шывпа тивĕçтерес енĕпе пархатарлă ĕç тунисен ячĕсем пичетленнĕ район хаçачĕн номерĕсем упранса тăрĕç. Вăхăт çитсен е паллă датăсем çывхарнă чухне, халĕ подшивкăра тирпейлĕ упранакан номерсенчи геройсем, таврапĕлÿçĕсем тăрăшнипе çĕнĕрен кун çути курĕç. Çав паттăрсен нумай сыпăкри тăванĕсен, мăнукĕсен ачисен ачисем хăйсен несĕлĕсем чапĕпе мăнаçланĕç, хăйсем те аслашшĕсем, ашшĕсем пек пултаруллă, ĕçчен пулма ăнтăлĕç.