АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ку тема - иксĕлми!

28 января 2009 г.

Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши Вăрмар тăрăхĕпе интересленсе чылай статья-тĕрленчĕк çырнă: Эçпепе ялĕпе çыхăнтарса тĕрĕк тĕпчевçи тата писателĕ Челепи пирки пичетленисене савăнса вулатăн. Чĕмпĕрти Чăваш шкулĕнче вĕреннĕ Д.Архипов (Чулкас ялĕ) кун-çулĕпе пултарулăхне тĕпчесе чи малтан очерк çырса кăларчĕ. Писателĕн халăх пурнăçне сăнлакан хайлавĕсенче те Вăрмар тăрăхĕнчи ятсене час-часах тĕл пулатăн. Нумаях пулмасть вулакан патне Юхма Мишшин тепĕр кĕнеки - «Шарал» романĕ çитрĕ. Мĕнле тема хускатать-ха çак самаях хулăн та сумлă ĕç? Вăрмар енри вулакансене мĕнпе интереслентерĕ вăл;

«Шарал тесе вĕрентекене калаççĕ», - ăнлантарать ум страница. Кунтах кĕнеке чăваш халăхне çутта кăларнă И.Я.Яковлев çуралнăранпа 160 çул çитнине халалласа кăларнине палăртнă. Автор çутта кăлараканăмăр кун-çулне ачаран пуçласа мĕн виличченхи кунчченех йĕрлет. Илемлĕ сăмахлăх мелĕсемпе усă курса И.Я.Яковлев сăнарне илĕртÿллĕ те асра юлмалла калăплать. Романра историре чăн пулнă ĕçсем, çынсем пирки çырнисем куç умне тухаççĕ. Писатель архив докуменчĕсемпе ăста усă курни сисĕнсех тăрать.

Кĕнекен 244-мĕш страницинче çапла çырнă: «Тĕлĕнтермĕш учитель патне Яковлев тепĕр кун ирех тухса кайрĕ.

- Шкул ăçта сирĕн? - ыйтрĕ Яковлев яла кĕрсенех хирĕç килекен çынран.

- Авă, Мереккассинче, - кăтартрĕ вăл юнашар урам еннелле. - Хĕрринчен виççĕмĕш çурт. Тÿрех тупатăр. Хура пÿрт. Вулама пĕлетĕр пуль эсир; ... Унта «Вăрмарти шкул» тесе çырса хунă».

Вулакан ăнланчĕ пуль: сăмах Кивĕ Вăрмарта уçнă шкула Хусан вĕренÿ округĕн инспекторĕ И.Я.Яковлев пырса кайни пирки пырать. Чухăн хресчен Константин Ефимов хăйĕн хура пÿртĕнче шкул уçнă-мĕн. Юхма Мишши И.Я.Яковлевăн çырăвĕсемпе тата аса илĕвĕсемпе усă курса çак шкул пирки сăнарлă сăмахпа ăшă ÿкерчĕк калăплать. Ахăртнех, автор Вăрмар тавра пĕлÿçисен тĕпчевĕсемпе те усă курнă-тăр.

Литература историйĕнчен çакă паллă: Кивĕ Вăрмарта шкул уçни пирки Г.Н.Волков профессор çырнине чи пирвайхи хыпар темелле. 1959 çулта унăн «И.Я.Яковлев - чăваш халăх педагогĕ» кĕнеки пичетленнĕ. 47 страницăра Геннадий Никандрович И.Я.Яковлевăн Н.И.Ильминский патне янă çырăвне чăвашла куçарса комментарилет. Кивĕ Вăрмарти пĕлÿ çуртне «тĕлĕнмелле шкул» тесе хаклать. 1998 çулта пичетленнĕ «Судьба патриарха» роман-эссере «Самобытная школа в Урмарах» сыпăк та пур.

Паллах, Юхма Мишши çырнинче литература мелĕсен витĕмĕ пуррине лайăх туятăн. Тĕслĕхрен: ĕç-пулăма сăнарланă чухне ÿстеререх çырни, вăл вăхăтра уççăн калама юраман шухăшсене И.Я.Яковлев е Константин Ефимов сăмахĕсемпе кăтартни... Литература критикĕсем çакна истори чăнлăхне пăсни тесе хаклĕччĕç...

«Шарал» кĕнекен 284-286 страницисенче Кивĕ Вăрмари тепĕр ĕçе - çĕрпе çыхăннă тавлашу - çырса кăтартни пур. Пĕлетпĕр ĕнтĕ: «Кивĕ Вăрмар ĕçĕпе И.Я.Яковлевăн Н.И.Ильминскийпе калаçма тивнĕ, профессор Синодăн оберпрокурорĕпе К.П.Победоносцевпа çыхăну тытнă. Кунтах Н.М.Охотников хутшăнăвне те çырса кăтартнă: шел Д.Ф.Филимоновăн пĕлтерĕшне кăтартман - вăл «Кивĕ Вăрмар ĕçне» ыттисенчен ытларах та хутшăннă вĕт.

Çапах та, тĕрленчĕкре палăртни субъективлă шухăш кăна, вулакана вара «Шарал» кĕнекепе паллашма сĕнетĕп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика