28 января 2009 г.
Эпĕ чăваш ачи, хам çак çĕр çинче çуралса ÿснĕшĕн, тăван çĕр сывлăшĕпе сывласа киленме пултарнишĕн, тăван ял илемĕпе савăнма май пурришĕн чунтан хĕпĕртетĕп.
Хама мĕн пĕчĕкрен астума пуçланăранпах эпĕ чĕвĕл-чĕвĕл чăваш чĕлхипе малтанхи сăмахсене каласа вĕреннĕ. Мĕн çав кунранах вара хамăн тăван чĕлхене чунтан-чĕререн юрататăп, мăнаçланатăп унпа. Хамăн чăваш чĕлхине хисеплетĕп, «Хăв чĕлхÿне юратмасăр тăван çĕршыва та юратма çук», - тенĕ паллă чăваш çыравçи. Çак сăмахсемпе эпĕ те килĕшетĕп. Тем тĕрлĕ чĕлхе вĕренсен те хамăр тăван чĕлхене манаймастăн. Епле илемлĕ асатте-асанне, анне-атте пилленĕ тăван чĕлхе! Чĕвĕлти чĕкеç пек пуплетпĕр эпир чăвашла. Ытти çĕршывсенчи чĕлхесенчен вăл уйрăлса тăрать. Пĕррехинче мана пĕр тутар каларĕ: «Хамăн тăван чĕлхе илемлĕ пулнине эпĕ лайăх пĕлетĕп, анчах та чăвашсен тăван чĕлхи тата илемлĕрех, янăравлăрах. Хамăн пурнăçра эпĕ те чăваш чĕлхине вĕренесшĕн». Унăн сăмахĕсем халĕ те манăн асăмрах. Ытти халăх çыннисем те чăваш чĕлхине килĕштереççĕ иккен. Анчах хăш-пĕр чăваш çамрăкĕ тăван чĕлхене килĕштермест. Ку питĕ тĕлĕнмелле! Мĕнле-ха эсĕ хăвăн тăван чĕлхене хисеплеместĕн? Питĕ киревсĕр япала ку тесе шутлатăп эпĕ. Хăвăн тăван чĕлхепе мухтанма пĕлмелле! Хамăн тăван чăваш чĕлхине малалла та аталанса пыма пĕтĕм чунтан тăрăшатăп эпĕ. Тĕнчере пирĕннинчен илемлĕрех, пуянрах чĕлхесем те пур. Çапах та аякрине курса çывăхрине манар мар. Тăван чĕлхене пĕтме парар мар, янăратăр вăл малалла та Çеçпĕл Мишши каланă пек «Шупашкартан Кавал таран» çеç мар, инçерех те.