АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Фелицата Гурьевна пĕр ĕмĕр урлă утса каçрĕ

28 января 2009 г.

Фелицата Гурьевна пĕр ĕмĕр урлă утса каçрĕ

Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ, Тикаш каччипе çемье çавăрса, мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех çак хуçалăхра тăрăшса вăй хунă, халĕ Шăхаль ялĕнче хĕрĕ патĕнче пурăнакан Фелицата Гурьевна Гурьева 100 çул тултарчĕ. Çак чаплă юбилейпе райадминистрацин социаллă хÿтлĕх пайĕн пуçлăхĕ В.Иванов, райадминистрацин культура, социаллă аталану тата архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ Г.Петрова, Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыраканĕ А.Семенов, специалисчĕсем саламларĕç, парнесем пачĕç. Ял тăрăхĕн специалисчĕсем юбиляра саламласа юрăсем шăрантарчĕç. Райадминистрацин пай начальникĕ Г.Петрова район пуçлăхĕн В.Кирилловăн саламлă çырăвне вуласа пачĕ, Фелицата Гурьевнана çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ.

«ЧР Президенчĕ Н.Федоров кăçалхи çула «Çĕр ĕçченĕн çулталăкĕ» тесе палăртнă. Эсир, Фелицата Гурьевна, хăвăрăн кун-çулăра çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă май, Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче те, ун хыççăн та тăван хуçалăха ура çине çĕклессишĕн ырми-канми тăрăшнă. Сире пархатарлă ĕçĕршĕн тав тăватпăр, сирĕн умăрта пуç таятпăр», - терĕ Галина Леонидовна хăйĕн сăмахне вĕçленĕ май. Фелицата Гурьевна 1909 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче çуралнă май, хăйĕн ĕмĕрĕнче нуша-терт сахал мар курнă. Пĕчĕклех йăмăкĕсемпе амăшĕсĕр тăрса юлнă. 7 хĕрачана тăван мар амăшĕ ура çине тăратнă. Ачалăхĕ йывăр пулнăран шкула вĕренме каяйман. Çавăнпа та мĕн пĕчĕклех çĕр ĕçне кÿлĕннĕ. Çулсем иртсен Тикаш каччипе Сергей Евграфович Шапеевпа паллашать. Вĕсем 4 ача çуратаççĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан Сергей Евграфович тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса каять. Унтан вăл йывăр аманса килнĕ, 1947 çулта вăхăтсăр çĕре кĕрет. Фелицата Гурьевна çемьене тăрантарас тесе ырми-канми тăван хуçалăхра тăрăшса вăй хурать. «Тыл ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ вăл. «Терт-асапне пайтах тÿснĕ. Вăрçă вăхăтĕнче вăкăрсене кÿлсе тырă турттарнă. Иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен ĕçленĕ», - тет ватă кинеми иртнине аса илнĕ май. Йăмăкĕсем тахçанах çĕре кĕнĕ ĕнтĕ. «Турă манăн кун-çулăма вара 100 çулчченех пиллерĕ», - тет Ф.Гурьева. Хăйĕн çулне пăхмасăрах çирĕп те патвар вăл. Халĕ ăна Зоя Сергеевна Яндутова хĕрĕ тата Николай Митрофанович Яндутов кĕрÿшĕ пăхса пурăнаççĕ. Вĕсем çичĕ теçетке урлă каçнă пулин те выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, кил ăшшине тытса пыраççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика