28 января 2009 г.
Аслăрах ăрури район çыннисенчен Вячеслав Алексеевич Мадянов çинчен илтменни çук та пулĕ.
Вăл ертсе пынă вăхăтра «Сельхозхими» пĕрлешĕвĕ кăна хăйĕн вăйĕпе производство бази, общежити, 18 хваттерлĕ 1 çурт, 42 хваттерлĕ 2 çурт, ача сачĕн çуртне тата ыттине тунă. Ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ пулнă чухне темиçе ферма, тракторпа машина паркĕ тата ытти тĕрлĕ объектсем тăвас ĕçе йĕркелесе ертсе пынă. Чăннипех ырă сăмаха тивĕç çын. Çавна шута илсех ĕнтĕ районти паллă тавра пĕлÿçĕ Я.Зайцев 2008 çул вĕçĕнче «Борозды жизни агронома Мадянова» кĕнеке пичетлесе кăларчĕ. Çак кунсенче вара ăна «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче пахаларĕç. Çавра сĕтел тавра кĕнеке авторĕ Я.Зайцев, В.Мадянов хăй, тавра пĕлÿ музейĕн директорĕ В.Цыфаркин, редакци сотрудникĕсем пулчĕç. Калаçу ытларах кĕнеке тавра та мар, ял хуçалăхĕнчи иртнĕ çулсенчи тата хальхи лару-тăру тавра пычĕ. Сÿтĕлчĕ аса илÿ çăмхи.
Кĕнеке пирки калас пулсан, çак хулăнах мар изданирен Вячеслав Алексеевич кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлне, çемйи çинчен питĕ тĕплĕн пĕлме пулать. Унсăр пуçне Чăваш АССРĕн, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ агрономĕ ятсене тивĕçнĕ çын çинчен унпа пĕрле тĕрлĕ вăхăтра ĕçленĕ ĕçтешĕсен ырă аса илĕвĕсем те пысăк вырăн йышăнаççĕ. Пĕр сăмахпа каласан - тивĕçлĕ кĕнеке.